30 марта 2011 г.
Тăван тавралăхăмăр халĕ шур пĕркенчĕк айĕнче лăпкăн канать, çĕр-аннемĕр хресчене ырлăх-пурлăхпа савăнтармашкăн вăй-хал пухать. Ĕмĕртен çапла пулса пынă вĕт: çур çитнĕ те паха вăрлăха кăпăшка тăпрана вăрăнтарса хăварнă, çу тăршшĕпе пăхса-асăрхаса тăнă, кĕр пулттипе пухса кĕртсе пÿлмене хывнă.
Юлашки çулсенче сĕм авалтан пыракан ырă тăсăмăн вăчăри татăлчĕ курăнать – çĕре хаклами пултăмăр. Çакна хамăрăн тĕслĕхпех çирĕплетме пултаратăп: пысăк тухăçпа савăнтармалли уйсем темиçе çул ĕнтĕ пушă выртаççĕ. Вĕсене хыт-хура пусса илнĕ, тĕллĕн-тĕллĕн çамрăк хунав ашкăрма тытăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче «Питишевский» совхозăн шутланнă 1500 гектара яхăн лаптăкĕ халĕ никама та кирлĕ мар. Çавах та пĕлтĕр Харитонов фермер 40 гектар çĕр улми лартса çитĕнтерчĕ.
Ял лавккинчен вара çăкăр-кулачă татăлмасть. Элĕк райповĕн пекарнине çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă хыççăн унăн ассортименчĕ татах пуянланчĕ, пахалăхĕ лайăхланчĕ. Тар кăларса ĕçлемесен те çăкăрсăр лартмаççĕ.
– Кам çăкăрне çиетпĕр паян; – ыйтрăм тавар туяннă май. Сутуçă шăл шурри те кăтартмарĕ.
Кукша ЙĂВАНĔ.