30 марта 2011 г.
Мария ят Чăваш Енре анлă сарăлнине кам хирĕçлетĕр; Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕсене Таса Турă Амăшĕн ятне ахальтенех паман ĕнтĕ. Чăн-чăн чăваш хĕрĕ пултăр тенĕ ахăртнех. Ку енĕпе Вăрманкас ялĕнчи Мария Яковлевна Моткинăна палăртма уйрăмах кăмăллă.
1925 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Самушка ялĕнчи çемьере пĕрремĕш ача çуралать. Ашшĕпе амăшĕ хĕр пĕрчи тупнăшăн чунтанах савăннă. Мария ят панă ăна. Ир пулать те каç килет, çапла кун хыççăн кун иртет. Мария аталанса, вăй илсех пырать. Вырăс Сурăм шкулне те çÿреме пуçлать. Тăрăшса вĕренет, анчах тăваттăмĕш класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ унăн.
– Хĕрĕм, эсĕ пирĕн чи асли. Эпир сана малашне ĕçе кÿлĕнтересшĕн. Ыранах пĕрле колхоз ĕçĕсене çÿреме пуçлăпăр, – тенĕ амăшĕ.
Çапла хĕр ача çамрăклах çемье тыткăчи вырăнне пулать. Уйра çум çумлать, утă пуçтарать. Ăна амăшĕ тырă вырнă çĕре те илсе кайнă. Утă çулма та хăнăхтарнă. Мария вун ултă çул тултарнă кăна – вăрçă кĕрлесе тухнă. Çав йывăр вăхăтра тылра хастар ĕçлекенсен шутĕнче пулать Самушка хĕрĕ. Ял хуçалăхĕнчи кулленхи ĕçсене хутшăннипе пĕрлех вăрман каснă, окоп та чавнă.
Ĕçре пиçĕхнĕ çирĕм пĕр çулхи Марийăн çичĕ юта тухма Турă çырни-пÿрни те тухать. Вăрçăран йывăр аманса таврăннă Вăрманкас каччипе, хăйĕнчен вунă çул аслăрах Сергей Моткинпа 1946 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче пĕрлешет. Çамрăк çемье çĕнĕ пурнăç тăвассишĕн тар кăларать. Кил хуçине, суранĕсене пăхмасăр, яваплă ĕçсене шаннă. Сергей Абрамович нумай çул уй-хир бригадирĕнче, ял Совечĕн председателĕнче, секретарĕнче те вăй хурать. Мария Яковлевна фермăра тăрăшать, пăрусем, сурăхсем, сыснасем, лашасем те пăхать.
Пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ Леня пулать Моткинсен. Хыççăн тепĕр виçĕ хĕре – Ольгăна, Ленăна, Юльăна çуратаççĕ. Ывăлсем Володя, Илья, Митя та кун çути кураççĕ. Хыççăн мăшăрсем Тамарăпа Таньăна та кун-çул парнелеççĕ.
Ывăлĕсемпе хĕрĕсем тутă пулччăр, çи-пуçĕсем енчен япăх ан çÿреччĕр тесе нумай тăрăшаççĕ мăшăрсем.
– Пирĕн ачасем çитĕннĕ вăхăтра пурнăçĕ те хĕсĕкчĕ. Лайăххине, ырлăх-пурлăх шыраса ялта хăшĕ-пĕри çемйисемпех Çĕпĕре тухса кайрĕç. Анчах вĕсем хыççăнах каялла таврăнма тиврĕ. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр ытлăх-çитлĕх пулмасса асра тытаттăмăр, вырăнтах тĕпленсе пурнăçа саплаштарса пырас тенĕ эпир упăшкапа, – иртнĕ йывăр вăхăтне ума кăларчĕ Мария Яковлевна.
«Моткинсен ачисем йышлă. Çапах вĕсем пурте таса çи-пуçпа, вĕренÿре те тăрăшуллă» тени чăннипех хăпартлантарнă. Анчах çемьере лару-тăру çăмăлах пулман-ха. Кил хуçи, вăрçă инваличĕ йывăр чире кайни Мария Яковлевнăна, ачисене те пĕр канăç та паман. Çав вăхăтрах пÿрте çĕнетес ыйту та çивĕч тухса тăнă. Ку енĕпе кил хуçи хĕрарăмĕнех тимлеме тивет. М.Моткина Калининăри лестничествăна çитет, унтан пуралăх йывăç турттарса килме май тупать. Йывăррăн пулин те çĕнĕ пÿрт те çĕкленет. Анчах нумай ачаллă çемье пысăк инкекрен хăтăлаймасть, кил хуçи арçынĕ Сергей Абрамович пенси çулне çитеймесĕрех хăйĕн çуралнă кунĕнчех вилсе каять. Ун чухне кĕçĕн ачисем шкула кăна çÿренĕ-ха.
Темĕнле йывăр пулин те пурнăç тилхепине çирĕпех тытать Мария Яковлевна. Выльăх-чĕрлĕх нумай усрать, виçĕ-тăватă ĕне сăвать. Пахча çимĕç калчисене ÿстерсе сутать.
– Ачасем пулăшнипе чăрмавсене çĕнтерсе пытăм, – тет халĕ сакăр вун ултă çул тултарнăскер.
Мария Яковлевна тăхăр ачине те çунат хушса, пил парса аякка вĕçтернĕ. Унăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлеççĕ. Вĕсем хушшинче çар врачĕ, строитель, ял хуçалăх специалисчĕсем, ахаль рабочисем те пур. Кĕçĕн ывăлĕ Дмитрий, сăмахран, пĕр вăхăт «Волга» хуçалăха ертсе пынă, ферма заведующийĕнче те ĕçленĕ.
Тăлăх арăм чылай çул кил ăшшине пĕчченех тытса пынă, пурнăç уттинчен вуçех те юлман. Сывлăхĕ хавшанă тыл ĕçченĕ халĕ тухса çÿреймест. Кĕçĕн ывăлĕ Дмитрий Сергеевич вара хăйĕн тивĕçне манман, амăшне куçран вĕçертмест.
Анатолий ГОРШКОВ.