06 апреля 2011 г.
Юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ăна пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче те ял хуçалăхне аталантарма инвесторсене явăçтарассипе ĕçсем пыраççĕ. Çак кунсенче «Пучах» ял хуçалăх предприятийĕнче сывлăха сыхлас ĕç департаменчĕн ертÿçи, казак полковникĕ Александр Грантович Баласян пулнă. Кирлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăнă. «Пучах» хуçалăх бази çинче 1000 пуç сысна вырнаçмалăх комплекс уçаççĕ. Унăн çуртне юсассипе ĕçсем пуçланчĕç.
Çакна та палăртмалла. Александр Баласян – халăх медицинин магистрĕ, энергоинформаци наукисен Пĕтĕм тĕнчери академийĕн академикĕ. А.Баласян çынсене тĕрлĕрен чирсенчен сиплет. Ку енĕпе халăха йышăнассипе Элеккенушкăньре пункт йĕркелеççĕ.