АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпион – Кĕçĕн Тăвантан

06 апреля 2011 г.

Пуш уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче «Район чемпионĕн» ятне çĕнсе илессишĕн шахматистсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 32 çын хутшăнчĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре Ю.С.Егоров (Кĕçĕн Тăван) район чемпионĕ пулса тăчĕ. А.Ф.Степанов (Элĕк), И.Н.Матвеев (Тури Выла) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çамрăксенчен Вячеслав Филиппова (Йăлкăш шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет) палăртмалла. Вăл турнирта 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. Александр Ивановпа Станислав Филиппов (иккĕшĕ те Йăлкăш шкулĕнчен) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕр ачасенчен Светлана Иванова, Эмилия Павлова (Йăлкăш шкулĕнчен), Дарья Данилова (Элĕк шкулĕ) малти вырăнсене тухрĕç.

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче «е-2 – е-4» шахмата юратакан клубăн членĕсем Етĕрне районĕн шахматисчĕсемпе юлташла тĕл пулу ирттерчĕç. Малтанах Элĕксем 4,5:5,5 шутпа выляса ячĕç. Блиц-турнирта вĕсем вăйлăрах пулни палăрчĕ – 15:10 шутпа хăнасене çĕнтерчĕç.

З.ФЕДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика