АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсен йышĕ арçынсенчен нумайрах

11 апреля 2011 г.

Росстат Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Росстат пĕлтернĕ тăрăх – пирĕн çĕр-шывра 142905,2 пин çын пурăнать. Экспертсен шутлавĕпе килĕшÿллĕн Раççей халăхĕн йышĕ сакăр çулта (2002 çулхи çыравранпа) 2,3 млн çын е 1,6 процент (урăхла каласан çуллен вăтамран 275 пин çын) сахалланнă.

Арçынсемпе хĕрарăмсен хисепĕн шайлашăвĕ вара малтанхинчен уйрăлса тăмасть: пĕрремĕшсем сакăр çул каяллахи пекех сахаллăн – 281,4 пин таранах!

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене Чăвашстат та хатĕрленĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприятире 2010 çулта ялан пурăнакан 1251,6 пин çынна шута илнĕ. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан, 62,2 пин çын (4,7 процент) чакнă.

2010 çулта хулара пурăнакансен хисепĕ 58,8 процентпа (2002 çулта – 60,6) танлашнă.

Хĕрарăмсен йышĕ 2002 çулта арçынсенчен 96,3 пин нумайрах пулнă-тăк, 2010 çулта – 87,2 пин. Иртнĕ çул пĕрремĕшсем – 669, 4 пин (53,5 процент), иккĕмĕшсем 582,2 пин (46,5 процент) шутланнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика