09 апреля 2011 г.
«Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче техника пĕтĕмпе 20 единица шутланать. Çав шутран тракторсем 13, прицепсем 6.
Техника, тĕпрен илсен, çĕнĕ. Чи кивĕреххи, пĕр «Беларусь» кăна, 1987 çулта туяннăскер, çавăн пекех иртнĕ ĕмĕрĕн 90,91-мĕш çулĕсенче илнĕ икĕ-виçĕ единица пур.
Çак кунсенче хуçалăхра çур акине мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе смотр иртрĕ. Унăн кăтартăвĕсем япăх мар. Техникăна хĕрÿ тапхăра лайăх хатĕрлени курăнчĕ. Хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсене пĕтĕмĕшпех янтăласа çитернĕ.
К.МАЙОРОВ,
районти гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ.