11 апреля 2011 г.
«Единая Россия» парти лидерĕ, Правительство Председателĕ Владимир Путин тÿрремĕнех тăрăшнипе, кăçал çĕр-шыври агропромышленноç комплексĕ валли укçа-тенкĕ уйăрасси 1,5 хут ÿснĕ.
Çывăх вăхăтрах Чăваш Енре ĕне выльăхсен йышне упраса хăварнă ял çыннисем хушма пулăшу илĕç. Çĕр-шыв премьер-министрĕ Владимир Путин мăйракаллă шултра выльăхсен йышне упраса хăварнă регионсене Федераци бюджетĕнчен 5 миллиард тенкĕ хушма пулăшу парасси çинчен калакан йышăнăва алă пуснă. Раççей Федерацийĕн çак регионĕсен шутне Чăваш Ен те кĕнĕ.
Çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланас умĕн «Единая Россия» парти лидерĕ Владимир Путин ертсе пыракан Правительство çĕр-шыври агропромышленноç комплексне пулăшас тĕлĕшпе çак пуçарусене пурнăçа кĕртнĕ:
– 2010 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчи шайпа танлаштарсан, çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакне 10 процент, паянхи шайран 30-37 процент чакарнă;
– вăрлăх тата минерал удобренийĕсем туянма 2 миллиард тенкĕ хушма укçа-тенкĕ уйăрнă, пĕтĕмпе вара минерал удобренийĕсем туянма Федераци субсидийĕсене 5,5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă;
– мăйракаллă шултра выльăхсен йышне упраса хăварнă хуçалăхсене хавхалантарма 5 миллиард тенкĕ уйăрнă;
– Россельхозбанк ют çĕр-шывсенче туса кăларнă техника туянма кредит уйăрса парассине нумай пысăклатнă;
– кăçалхи тухăçа страхлама федераци бюджетĕнчен 5 миллиард тенкĕ е 2010 çулхинчен икĕ хут ытларах укçа уйăрма пăхнă.