10 апреля 2011 г.
Тивĕçлĕ канăва тухать те Чăваш Сурăм шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ Маргарита Михайлова (хăй вăл Тури Хурасанта çуралса ÿснĕ), «Шăпа» ятлă пьеса пичетлесе кăларать. Мĕн çинчен тетĕр-и ку кĕнеке; Хăйсен ялĕнчи пĕр хĕрарăмăн тĕлĕнмелле шăпи çинчен.
Тури Хурасанта çавăн чухне мĕн пулса иртнине астăвакансем халĕ çукрах та пулĕ. 1960-мĕш çулсен варринче вара кун пирки кашни утăмрах калаçатчĕç.
– Упăшкапа иксĕмĕр Шăмăршă районĕнчи шкулта ĕçлеттĕмĕр. Каникул вăхăтĕнче тăван яла килтĕмĕр,– каласа парать Маргарита Алексеевна.– Пирĕн кÿршĕри Анна аппан çухалнă ывăлĕ таврăннă вĕт,– терĕ анне. Вăрçă вăхăтĕнче вăл, офицер арăмĕ, икĕ ачипе хаяр вут-çулăма лекет. Кĕçĕннине, алăри хĕр ачине, сыхласа хăварнă вăл, аслине, ывăлне, çухатнă.
Аслă вăрçă чарăнсан кинори е театрти çав тери кăсăк событисене аса илтерекен тĕлĕнтермĕш пулăмсем малалла тăсăлаççĕ. Ывăлне çухатнă амăшĕ, ытлах кулянса ÿкес мар тесе, инçетри Çĕпĕре ĕçлеме тухса каять. Кунти заводра вăл хăйĕн ывăлне аса илтерекен çамрăк çынна асăрхать. Сăн-питĕнчи тур палли те çавăнни пекех-çке унăн.
Хĕрарăм çак йĕкĕтпе сăмах пуçарать. Ача çуртĕнче ÿснĕ иккен вăл. Профтехучилищĕре вĕреннĕ, заводра ĕçлеме тытăннă. Хушамачĕ шутсăр интереслĕ – Тарабаюк. Ку арçын хăйне украин тесе шутласа пурăннă. Тури Хурасан хĕрарăмĕ вара тÿрех чухласа илет: «Нимĕнле украин та мар, ку – ман ача».
Кĕçех Тури Хурасана телеграмма çитет: Анна, кĕтсе ил ывăлна. Хыпалансах тухса каять амăшĕ Канаш станцине. Тĕл пулаççĕ те иккĕшĕ – каснă-лартнă ку йĕкĕт хăйĕн вăрçăра вилнĕ упăшки пекех.
Вăт çакăн пек кун-çула çырса кăтартнă «Шăпа» пьесăра Маргарита Михайлова.
– Вăрçă пуçланичченхи тата ун хыççăнхи çулсем çинчен çырса кăтартас килчĕ,– каласа парать драматург.– Вăл вăхăтра ял çыннисем пĕрне-пĕри лайăх ăнланатчĕç, яланах пулăшатчĕç»,– тесе каласа паратчĕ.
– Эпĕ хамăн аттене курман,– тет малалла Маргарита Алексеевна.– Атте эп анне варĕнче чун илнĕ чух фронта тухса кайнă. Вăл 1944-мĕш çулта пуçне хунă. Эпир ăна ăçта пытарнине те пĕлменччĕ. Анчахрах кăна ăна тăванла масарта пытарнине шыраса тупма май килчĕ. Шел, сăн ÿкерчĕксем те упранса юлман. Темшĕн-çке, атте сăнарĕ тĕлĕке курăнса килет, вара вăрттăн макăрса илетĕп.
Çакăн пек кулянупа, çакăн пек аса илÿпе хайлать Маргарита Алексеевна хăйĕн пĕрремĕш пьесине. Ăна вăл Шупашкарти Çамрăксен театрне ярса парать. Кунта пьесăна хапăлласах йышăнаççĕ, сцена çине кăлараççĕ. Хайлавра сăнарланă ывăл рольне Михайловсен ачи вылять (вăл ун чухне Çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ).
– «Шăпа» спектакльте ывăлĕ амăшĕ патне таврăннине кăтартнă чухне арçынсем те куççуль кăлараççĕ,– каласа парать пьеса авторĕ. Унăн мăшăрĕ Вячеслав Дмитриевич юнашарах ларать, арăмне аллинчен тытнă вăл.
Михайловсене Элĕк районĕнче çеç мар, Шăмăршă тăрăхĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Кунта вĕсем чылай хушă пĕрле ĕçлесе пурăннă. Республикăри чи лайăх вĕрентекенсене, Вячеслав Дмитриевича тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе те чысланă, вĕренекенĕсем халĕ те астăваççĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те, юратнă педагогĕсем патне килсех çÿреççĕ, уявсем ячĕпе саламлаççĕ.
– Вĕсем маншăн чăн-чăн юрату тĕслĕхĕ,– тет Михайловсен вĕренекенĕ Эдуард Николаев. Хальхи вăхăтра вăл район администрацийĕн вĕрентÿ управленине ертсе пырать.– Вĕсем пĕр-пĕриншĕн мĕн тери тăрăшнине эпир те, шкул ачисем, лайăх ăнланаттăмăр.
Хĕрĕх ултă çул пĕрле пурăнса, мăшăрсем тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Республикăра пуринчен малтан Юратупа Ĕненÿ Раççей орденне тивĕçнĕ. Маргарита Алексеевна – хастар та хĕрÿ хĕрарăм, Вячеслав Дмитриевич сăмах вакламах юратмасть, шанчăклă çын. Калаçса ларнă чухне вăл пĕр сăмах та пÿлсе каламарĕ, Маргарита Алексеевна ăна тимлесех итлерĕ.
Шутласан, вак-тĕвек темелле. Анчах пĕрлехи пурнăçра ку питĕ кирлĕ.
– Эпир студент чухне пĕрлешрĕмĕр. Çырăнтăмăр та общежитине уяв тума кайрăмăр. Ĕçме нумаях ĕçмен, самаях юрларăмăр та, ташларăмăр та,– аса илет Маргарита Алексеевна.– Сăпайлă пурăнаттăмăр. Шăмăршă районне ĕçлеме икĕ чăматан кĕнекепе кайрăмăр. Пĕрле кашăк та илменччĕ. Упăшка манăн маттур çын. Чăн-чăн арçын пек, вăл маншăн та, ачасемшĕн те хытă тăрăшать.
– Маргарита Алексеевна пур ыйтăва та пĕлсе татса парать,– мухтаса илет мăшăрне Вячеслав Дмитриевич.– Эпĕ шкул директорĕнче ĕçленĕ чухне вăл ĕçтешĕсем пирки нихăçан та хушша-хуппа кĕместчĕ. Хамăрăн ĕçсем пирки ачасем умĕнче сăмах пуçарсан, тÿрех акăлчанла калаçма тытăнаттăмăр – иксĕмĕр хушăри пулăмсене йăлтах ан пĕлччĕр тенĕ.
– Эпир нихăçан та хирĕçмен,– тет малалла Маргарита Алексеевна.– Ачасем умĕнче ятлаçман, йăлари ыйтусене те кăмăллăнах татса панă.
Чи асра юлнă парне çинчен ыйту парсан, мăшăрсем пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхса илчĕç.
– Парнесем илме пирĕн укçа нумаях пулман,– вăтанарах каларĕ те Маргарита Алексеевна, пÿрнисене кăтартрĕ. – Акă, венчет çĕррисем те çук пирĕн. Нихçан та пулман вĕсем.
Ăнланса илтĕм эпĕ: пĕр-пĕриншĕн Михайловсем – хаклăран та хаклă парне.
Е.АЛЕКСЕЕВА.