АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компенсаци тÿлевĕ пулĕ

13 апреля 2011 г.

Вулакансем астăваççĕ пулĕ, 1990 çулсенче туй страховки, ачасене, пурнăçа хутăшла страхласси питĕ анлă сарăлнăччĕ. Вăхăчĕ тухнă пулин те паянхи кун та чылайăшĕ çав страховани килĕшĕвĕсемпе тивĕçлĕ тÿлев илеймен-ха. РФ правительствин 2010 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи 1171 номерлĕ Постановленийĕ вара 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен пурнăçа страхласа тунă килĕшÿсем тăрăх компенсаци тÿлевĕсем парассине тăсма хушнă.

Асăннă Постановленипе килĕшÿллĕн 2011 çулхи тÿлевсен çапла йĕркине çирĕплетнĕ:

– 1945 çулхисене, унччен маларах çуралнисене – взносран юлнă суммăн 3 виçи чухлĕ;

– 1946-1991 çулсенче çуралнă граждансене – 1991 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хывнă взносăн 2 виçи чухлĕ.

Илмелли тÿлевĕн виçинчен маларах панă компенсаци суммине кăлараççĕ. Енчен те страхователь е страхланă çын вилнĕ пулсан, еткерçĕсен çак компенсацине тата ритуаллă пулăшу хакне (6000 тенкĕ) илме ирĕк пур.

Çапла вара асăннă категорие кĕрекен, 2010 çулта компенсаци тÿлевне илсе ĕлкĕреймен граждансем «РОСГОССТРАХ» АУО компенсаци тÿлевĕсен расчетлă центрне (Расчетный центр компенсационных выплат ОАО «РОСГОССТРАХ») документсем тăратма пултараççĕ. Унта Раççейре пурăнакансенчен пуринчен те заявкăсем йышăнаççĕ. Документсене çак адреспа ярса памалла: 390046, г. Рязань, ул. Введенская, д.110.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика