АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăхпа юрату шкул саккинчен пуçланнă

13 апреля 2011 г.

Шкул çулĕсем ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ çав, нумай çул иртсен те манăçмаççĕ. Юманлăх ялĕнчи Надежда Петровна Сергеева та çав асамлă вăхăта хавхаланса аса илчĕ.

– Малтанах ялти пуçламăш шкула çÿрерĕм. Хыççăн пĕлĕве Тенире ÿстертĕм. Ехремкассинче вара вăтам шкул пĕтертĕм. Классенче ачасем нумайччĕ. Эпир, пĕр хушаматлисем, виççĕнччĕ. Çавна май пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тесе уйăратчĕç пире. Эпĕ вара виççĕмĕшĕ пулнă, пĕчĕкрех кĕлеткеллĕрен ахăртнех çапла уйăрнă мана, – терĕ Эренар ял хĕрĕ пулнăскер.

Пĕр-пĕрин хушшинчи çирĕп туслăхпа та палăрнă çавăн чухнехи яшсемпе хĕрсем. Аслă классенче чун-чĕрисенче черченкĕ туйăмсем çурални те паллах. Эренар хĕрĕ Надьăпа Юманлăх каччи Володя та шкулта чухнех пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Каярах çав çепĕç туйăм чăн-чăн юратăва куçнă. Пĕр класра вĕреннĕскерсем тÿрех пĕрлешес темен-ха.

– Малтан вĕренсе професси илер, ĕçе вырнаçар. Хыççăн çемье çавăрасси пирки те шухăшлама юрать, – тенĕ юратакан çыннине ырă ĕмĕтлĕ хĕр.

Çирĕп тĕллев лартнă – çавна пурнăçланă Надя. Вăл Шупашкарти педагогика училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Ĕç вырăнне те часах тупать. Ăна тăван Эренар шкулĕнче хаваспах йышăннă. Çапла вара хĕрпе каччăн тинех пĕрлешме те вăхăт çитнĕ. Юманлăх кинĕ пулса тăрать Надя. Ĕçе çуралнă ялнех утнă. Пуçламăш шкулта воспитательницăра тăрăшать çамрăк хĕрарăм. Пултарулăхне кура ăна кĕçех вĕрентекене куçарнă. Вĕренÿ учрежденийĕн заведующийĕ те пулать Надежда Петровна. Ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕвне малалла ÿстерессипе те тимлет. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать.

Хальхи вăхăтра районта пуçламăш шкулсем çук ĕнтĕ. Эренарти вĕренÿ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ те тахçанах чарăнса ларнă. Ку çеç-и-ха – юлашки вăхăтра Ехремкассинчи шкул çурчĕ те пушанса юлнă.

– Юрать-ха пирĕн ача сачĕ ĕçлет. Унăн алăкĕ нихăçан та ан хупăнтăрччĕ, – теççĕ халĕ ку тăрăхра пурăнакансем.

Шăпах Ехремкассинчи ача садĕнче вăй хурать те Надежда Сергеева. Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парассипе вăтăр çула яхăн тимлекен воспитательницăн ĕçĕ-хĕлĕпе ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. Пĕчĕк хĕрсемпе каччăсемшĕн Надежда Петровна иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех.

Унăн мăшăрĕ Владимир Михайлович «Правда» хуçалăхра чĕрĕк ĕмĕр тăрăшать. Фермăра механизатор, выльăх пăхакан, дояр та пулать вăл. Иккĕмĕш çул вара аякка ĕçлеме çÿрет.

Шкул саккинченех пуçланнă туслăха çирĕп тытса пыраççĕ çемьере. Аслисемпе çамрăккисем пĕр чĕлхерен пулни малаллах ăнтăлма пулăшать Сергеевсене. Икĕ хĕрĕпе виçĕ ывăлĕ хăйсемшĕн кăна мар, çĕр-шывшăн та усăллă çынсем пулса тăнă. Вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ те вĕсем. Ывăлĕсем салтак пăттине çиессинчен те пăрăнман.

Çемьере йывăрлăхсăр çăмăлли пулманнине кашниех тĕпе хурать.

– Мăшăрпа иксĕмĕр пĕрлехи пурнăçа пĕчĕк пÿртре пуçларăмăр. Каярах пĕчĕккĕн пĕтĕмпех çĕнетрĕмĕр. Тупăшне ытларах выльăх-чĕрлĕх усранипех илнĕ. Ултă сысна самăртни те пулнă. Тырă-пулăсăр выльăх-чĕрлĕх тытаймăн. Ку енĕпе мăшăр вăй хунипех саплашăнса пынă. Мĕншĕн тесен пирĕн «Правда» колхозра ĕçлекенсене тÿлессипе кÿрентермен, – терĕ Надежда Петровна.

Сергеевсен кил картишĕ халĕ те выльăх-чĕрлĕхрен тулли. Çавна май вĕсен сĕчĕ, аш-какайĕ сутмалăх та пур. Ырлăх-пурлăхĕ вара авăнмасăр, вăй хумасăр епле пултăр; Ир-ирех вăранать те ĕçе кÿлĕнет кил хуçи хĕрарăмĕ. Юратнă ĕçне – ача садне тухса кайиччен пĕтĕмпех пурнăçлама ĕлкĕрет вăл. Паллах, мăшăрĕн, ачисен пулăшăвĕсĕр мар.

Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакансен канма вăхăчĕ те тупăнать. Н.Сергеева ялти художество пултарулăх коллективĕн активлă членĕ пулнипе те палăрать. Юрлама, ташлама та ăста вăл. Сăнĕпе те, кĕлеткипе те тепĕр хĕртен кая мар. Пурăнма пĕлекенсем ватăлмаççĕ, телейне те тупаççĕ вĕсем.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика