16 апреля 2011 г.
Çуркунне çитсе пынăçемĕн тĕп сакайĕнчи çĕр улми хухсах пырать. «Вăрлăх лартма çитсен тем пекехчĕ», – ĕмĕтленет хресчен. Паянхи кун ăна район центрĕнче пĕр килограмне 25-35 тенкĕпе сутаççĕ. Апла пулин те çынсем хакшăн тавлашса тăмаççĕ. Кам юратнă çимĕçе килограмшар, кам миххипе сĕтĕрет. Çĕр улмине май пур таран перекетлесе усă курать.
– 4-5 çынран тăракан çемье валли яшка пĕçерме тăватă-пилĕк çĕр улми шурататăп, – каласа пачĕ палланă кил хуçи хĕр арăмĕ. Тепĕр пĕлĕшĕм вара çĕр улмипе çыхăннă пĕр пулăма каласа пачĕ. Малтанах итлесен кулăшла туйăнса кайрĕ, хыççăн шухăша кайрăм. Çак хĕрарăм лавккаран çĕнĕ те çÿхе çĕçĕ туяннă. Мĕн тума; Çĕр улми хуппине çÿхерех шуратма! Çапла, çĕр улми ыйтăвĕ çĕçĕ те туянтарать.
Л.СЕРГЕЕВА.