АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинче пурăнни – телей

16 апреля 2011 г.

Элĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсем çулсеренех Наци библиотеки йĕркелекен «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки» конкурса хутшăнаççĕ. Библиотека ĕçченĕсем кăçал та асăннă конкурса хутшăнса тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç, 2009 çулта пичетленнĕ чăваш кĕнекисемпе паллаштарасшăн нумай тăрăшрĕç. Г.Максимов, Л.Таллеров, Ю.Сементер çыравçăсене халалласа библиотекарьсем электронлă презентацисем, буклетсем хатĕрлерĕç.

Нумаях пулмасть З.Удяковăпа А.Егорова библиотекарьсем «Хĕвел» ача садĕнче пулчĕç. Кунта ĕçлекенсемпе Г.Максимов çырнă «Çĕрĕллĕ хура кушак» повеç тăрăх хатĕрленĕ «Çĕр çинче пурăнни – чи пысăк телей» ятпа литература каçне ирттерчĕç. Кĕнекене сÿтсе явнă çĕрте уйрăмах Т.Яковлева, В.Антонова, Е.Егорова, Д.Васильева воспитательсем активлă пулчĕç. «Нухрат мар, çĕр çинче пурăнни чăн пысăк телей», – пĕтĕмлетрĕç юлашкинчен вĕсем.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика