17 апреля 2011 г.
Элĕк райповĕ паянхи ĕçе малашлăха курса йĕркелени, хăйĕн вырăнĕнче кашни яваплă пулни кăтартусене чылай лайăхлатма май парать. Йывăрлăхсене пăхмасăрах суту-илÿпе апатлану çурчĕсене юсама, оборудование çĕнетме укçа-тенкĕ шеллемеççĕ.
Кĕçнерни кун Элĕкри «Автозапчасти» лавкка çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче «Салам» ятлă çĕнĕ кафе, аялта вара самообслуживани лавкки ĕçлеме пуçларĕ. Çав ятпа кунта савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Элĕк райпо канашĕн председателĕ Ю.Харитонов чи малтанах Чăваш Республикин промышленноçпа суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министрĕн çумне А.Быченкова сăмах пачĕ. Александр Анатольевич çапла каларĕ: «Кирек мĕне те чи малтан куçпа пăхса хаклатпăр. Тул енчен илемлĕ, шалта хăтлă лавккана пурин те кĕрсе пăхас килет. Ку çурта кĕмесĕр май çук. Халĕ апатланма та, тĕрлĕ тавар туянма та пултарать кунта килекен. Райпона ертсе пыракансем пысăк ĕç туни лайăх курăнать». Чăвашпотребсоюзăн правлени председателĕн çумĕ Н.Наумова Элĕк райповĕн кăтартăвĕсем курăмлă пулнине, çĕнĕ кафене халăхшăн тунине, лавккара мĕн кирли пĕтĕмпех куç умĕнче пулнине палăртса каларĕ. Район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Дубинин ку çурта куллен кĕрсе тухма сĕнчĕ. Райпо канашĕн председателĕ Ю.Харитонов халăх шанăçне малашне те тÿрре кăларма пулчĕ.
Хĕрлĕ хăю касрĕç те шала кĕчĕç. Лавккара та, кафере те таса, хăтлă, ассортимент пуян. Кунта чăннипех те пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.