18 апреля 2011 г.
Районта нарăс-пуш уйăхĕсенче наци кĕнекисен «Вула, Элĕк ен» фестивальне кашни çулах ирттересси йăлана кĕрсе çитрĕ ĕнтĕ. Çавна май вулавăшсенче «Мана чăваш кĕнеки килĕшет» ыр кăмăллăх акцийĕ иртрĕ, хамăр тăрăхри тата республикăри паллă çыравçăсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç, Геннадий Максимов çырнă «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнеки тăрăх вулакансен конференцийĕ пурне те килĕшрĕ.
Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ анкетăри ыйтусене тĕрĕс хуравласси пулчĕ. «Поэзири чи лайăх хайлав» номинацире Лаврентий Таллеровăн «Савнă Самиле» кĕнеки пĕрремĕш вырăна тухрĕ. «Ача-пăчасен чи лайăх кĕнеки» номинаци çĕнтерÿçи – Николай Ытарайăн «Алуккапа тусĕсем».
«Çамрăк автор» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнаканĕ – Евлампьевăн «Çумăр кĕвви» кĕнеки. Пуринчен те нумай кĕнеке вулакан кам тетĕр-и; Ураскилтри Раиса Козловăпа Ехремкассинчи Анна Платонова. Аня 8-мĕш класра вĕренет, уроксем хатĕрленĕ вăхăтрах илемлĕ литература вулама та юратать.
Фестивальте çавăн пекех Г.Артемьевăн «Сквозь дождь со снегом», «Наша память – души основа» видеоконференци те паллă вырăн йышăнчĕ. Ăна йĕркелекенĕ – Мăн Вылă ял вулавăшĕ.
Жюри конкурс çĕнтерÿçи Элĕкри тĕп вулавăш, чи лайăх йĕркелекен тесе йышăнчĕ.