18 апреля 2011 г.
Кунсем, çулсем, пĕр вĕçĕмсĕр васкаççĕ вĕсем. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, пĕрремĕш юратăвĕ те вĕсенче. Иртнине час-часах аса илеççĕ те Кураккасси ялĕнчи Мария Романовнăпа Владимир Петрович мăшăрсем.
Володя – çемьере пĕртен-пĕр ача. Ашшĕпе амăшĕ ун çине çеç шаннă. Анчах та Володя вун тăватă çула çитсен вăрçă пуçланнă. Унăн пирвайхи кунĕсенчех хĕрĕх çула та çитеймен ашшĕ фронта каять. Шел те, вăрçă хирĕнчен каялла тухайман.
– Мĕнпур йывăрлăх анне çине тиенчĕ, хуйха-суйха пĕрле пайлаттăмăр, – аса илчĕ сакăр теçеткерен иртнĕ Владимир Петров.
Вăл ялти ватăсемпе пĕрле суха тăвать, тырă акать. Лава çÿрет, фронта валли тырă леçет. Кураккасси каччи 1944 çулхи кĕр кунĕнче салтак аттине тăхăнать. Дунай шывĕн хĕрринчен пуçласа ют çĕршывсенче те пулать. Тăван килне таврăнсан та канлĕхне курман. Япăхнă кил-çурта çĕнетессипе тар кăларать Кураккасси яшĕ. Шăпах çав вăхăтра амăшĕ, савăнса пурăнас вырăнне, утмăл çула та çитеймесĕрех, çут тĕнчерен уйрăлса каять.
Пĕчченлĕх туйăмне сирес тĕллевпе çемье çавăрать Володя. Анчах та пĕрремĕш арăмĕ сарăмсăр вилсе каять. Виçĕ ачи çурма тăлăха юлать. Пурăна-киле Чартак хĕрĕпе Марийăпа пĕрлешеççĕ. Иккĕшĕ те тăван колхоз-совхозра вăй хураççĕ.
Мăшăрсем çичĕ ача пăхса ÿстернĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем пĕтĕмпе – вуннăн. Мария Романовнăпа Владимир Петрович эрех-сăрапа ашкăнмаççĕ, сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ.
Кил хуçи ял çыннисем валли хăйĕн укçи-тенкипе çĕнĕ çăл тутарнă.
С.ИВАНОВА.