16 апреля 2011 г.
Алă çул вăл – çур ĕмĕр чикки. Ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррине вĕрентÿ ĕçĕнче тимлекен, ачасене тăван чĕлхен илемне туйма, тăван халăхăн йăли-йĕркине, культурине упрама вĕрентекен чăннипех те телейлĕ.
Çакăн пек çынсенчен пĕри – Элĕк районне кĕрекен Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекен аслă категориллĕ учитель (2004), Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ (2004), Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотине (2005), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ (2006), Чăваш халăх академийĕн член-ассистенчĕ (2007), пултаруллă учительсене паракан Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне (2006), Чăваш Республикин Президенчĕн грантне (2010) тивĕçнĕ – Зоя Ивановна Леонтьева.
– Зоя Ивановна, эсир çак кунсенче 50 çул тултартăр. Вăтăр çула яхăн ачасене чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентсе тарăн пĕлÿ паратăр. Педагог профессине суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕр-и;
– Мĕн пĕчĕкрен эпĕ педагог пулма ĕмĕтленнĕ. Пускил ачисемпе пушă вăхăтра «шкулла» выляттăмăр. Эпĕ яланах учитель ролĕнчеччĕ. Пире кĕçĕн класра Галкина Нина Алексеевна (Александр Галкин поэт аппăшĕ) вĕрентетчĕ. Пурнăçра ун пек пулма тăрăшаттăм. Аслăрах классенче тăван чĕлхепе литература урокĕсене кăмăллаттăм. Вырăс Сурăм шкулĕнче çак предметпа пире Любовь Яковлева вĕрентетчĕ. Унăн ырă кăмăлĕ, анлă пĕлĕвĕпе тавра курăмĕ, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни илĕртнĕ пулĕ мана çак çула суйласа илме.
– Хăвăр çемйĕр çинчен каласа парăр-ха, тархасшăн. Сире ĕçре пулăшса пыраççĕ-и;
– Турă мана пурнăçра çав тери ырă çынпа тĕл пултарнă. Юратнă мăшăрпа иксĕмĕр икĕ ача пăхса ÿстертĕмĕр. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Алена хĕрĕм те хам пекех педагог, Шупашкар хулинче ачасене чăваш чĕлхине вĕрентет. Икĕ мăнукăм пур. Кĕрÿ те педагог профессине алла илнĕ. Саша ывăлăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетне ăнăçлă вĕренсе пĕтерчĕ, анчах пурнăçĕ питĕ кĕске пулчĕ, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
Хуняма та, мăшăр та, хĕрĕм те педагогăн йывăр ĕçне ăнланаççĕ, май килнĕ таран пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Анне, Луиза Ивановна Иванова, музейра экскурсисем ирттерме пулăшать. Йĕтĕн-кантăр акса пир туни, пир епле тĕртни çинчен ват çынран ытларах кам каласа пама пултарĕ-ши;
– Хăвăр ĕçе малалла тăсакансене те чылай хатĕрлерĕр пулĕ-ха эсир, Зоя Ивановна...
– Шкулта ĕçлеме тытăнсанах уроксем хыççăн «Хунав» кружок ертсе пыраттăм. Сăвă-калав çырас ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшаттăм ачасене. Вĕсен пирвайхи хайлавĕсем шкулта тухса тăракан «Хунав» хаçатра, «Ленин çулĕпе» (халĕ «Пурнăç çулĕпе») Элĕк район хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан «Пионер сасси», «Тантăш» хаçатсенче, «Хатĕр пул» («Çил çунат») журналта кун çути куратчĕç.
Каярахпа кружокăн хастар членĕсем пурте тенĕ пекех чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕчĕç. Эпĕ вĕрентнĕ 20 ытла вĕренекен Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухрĕç. Паянхи кун вĕсем пултаруллă педагогсем, журналистсем. Вĕсем хушшинче Раççей Президенчĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕн грантне çĕнсе илнисем те пур.
– Хăвăр вĕрентнĕ ачасенчен камсене ырăпа асăнса хăварма пултаратăр;
– Пур вĕренекен те асрах. Çапах та хăшĕ-пĕрисене асăнса хăварас килет. Алеша Орлов сăвă çырассипе палăратчĕ. Унăн хăш-пĕр сăввисене халĕ те вĕренекенсене урокра пăхмасăр вуласа паратăп. Уйрăм сăввисене шкул учебникĕсене те кĕртрĕç. Вера Егорова сăвă-калав, сочинени ăста çыратчĕ. Унăн пултарулăхне халалланă «Телейлĕ-и эсĕ» передача радиоэфира пĕрре мар тухрĕ. Лилиана Романова сăвва артист пек туйăмпа вуласа пĕтĕм класа тыткăнлатчĕ. Надя Гусева публицистика жанрне кăмăллатчĕ. Марина Голубева сăвă-калав çырассипе палăратчĕ. «Пионер сасси» хаçатăн лауреачĕ пулса тăчĕ.
Районта кăна мар, республика шайĕнче чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче малти вырăнсене çĕнсе илекен ачасем те пулчĕç. Вера Егорова 2-мĕш вырăна, Снежана Куликова 3-мĕш вырăна, Алеша Мукин 1-мĕш вырăна, Марина Мукина 3-мĕш вырăна тухса шкул, район чысне республикăра çÿле çĕклерĕç.
– Шкулти историпе краеведени музейне уçассишĕн сахал мар вăй хума тивнĕ. Сире «Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ» ят та пачĕç. Çак музей паянхи кун ачасене воспитани парас ĕçре мĕнле вырăн йышăнать-ши;
– Музей тăвас ĕç çăмăл мар. Чи кирли – ачасене кăсăклантарса ярасси, экспонат пухасси. Паллах, ачасене кура ашшĕ-амăшĕсем те, ялти хисеплĕ ватăсем те çак ĕçрен юлмарĕç. Пухнă материалсене çут çанталăк, этнографи, истори, çар мухтавĕн залĕ, литература, халăха вĕрентес ĕç пайсене вырнаçтартăмăр.
Музей йĕркелес ĕçре сахал мар вăй хунине кура унăн ертÿçи пулса тăтăм.
Паянхи кун этнографи уйрăмне кĕрсен темиçе çĕр çул каялли чăваш тĕнчи куç умне тухса тăрать. Музейри кашни экспонат пирĕншĕн хаклă. Вĕсемпе эпир вĕрентÿ ĕçĕнче тăтăш усă куратпăр.
– Эсир юлашки вăхăтра «Тавра пĕлÿçĕ» кружока ăнăçлă ертсе пыратăр, ачасем çырнă шырав-тĕпчев ĕçĕсемпе район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнатăр. Çак ĕçе тума сире мĕн хистет;
– Тĕлĕнмелле вырăнта пурăнатăп эпĕ. Вырăс Сурăм... Кунта вырăссем те, чăвашсем те пурăнаççĕ. Çакăнти халăхăн хăйне евĕр йăли-йĕрки, культури, тĕрри-эрешĕ, çи-пуçĕ, юрри-ташши, сăмахлăхĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе «Тавра пĕлÿçĕ» кружок членĕсемпе Сурăм тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулса калаçса чылай материал пухрăмăр. Вырăс Сурăм салинчи туй йăли-йĕркине, тум капăрĕсене, пытару йĕркине тĕпчерĕмĕр.
Элĕк районĕнчи чĕлхеçĕсене, Сурăм тăрăхĕнчи хушма ятсене, пирĕн тăрăхри Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă У.Д.Шумилован пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен (кĕрÿшĕ – В.Д.Димитриев профессор пулăшнипе) сахал мар материал пухрăмăр, этнографи уйрăмĕнче упранакан тĕрлĕ экспонатсене тĕпчерĕмĕр. «Старинная русская пасочница» тĕпчев ĕçĕ çырса республикăра 2-мĕш вырăна тухрăмăр, Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пултăмăр. Çак ĕçе тума вырăнти халăх ĕçне-хĕлне пĕлес, упраса хăварас тĕллев хистет, канăç памасть.
– Эсир ачасене чылайранпа вырăнти вак географи объекчĕсен ячĕсене (микротопонимсене) тĕпчесе вĕсене шырав-тĕпчев ĕçне явăçтаратăр, наукăшăн тĕлĕнмелле пысăк ĕç тăватăр.
– «Тавра пĕлÿçĕ» кружокăн ĕçне хамăр тăрăхри топонимсене тĕпчессипе çыхăнтаратпăр.
Ку таранччен Вырăс Сурăм, Сатлайка, Самушка, Пиçенер, Анаткас, Чулкаç ялĕсен таврашĕнчи микротопонимсене тупса палăртрăмăр. Пухнă материала тĕпчев шайне çитерсе районта, республикăра пулса иртекен тĕрлĕ йышши конкурссене хутшăнма тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче пирĕн вĕренекенсем хăйсем çырнă шырав-тĕпчев ĕçĕсемпе республикăра палăрчĕç.
Тавралăха, вак географи обьекчĕсен ячĕсене пухса тĕпчес тĕллевпе 2010 çулта элективлă курс тата автор программисем йĕркелесе çырма тÿр килчĕ. Иккĕшĕ те республика шайĕнче палăрчĕç, Мускавра Раççей шайĕнче ирттерекен конкурса тивĕçрĕç.
– Ăста вĕрентÿçĕсен конкурсĕнче ăнсăртран çĕнтерме çук. Раççей Президенчĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илме мĕн пулăшрĕ-ха;
– Чи малтанах хамăн предмета, ачасене чун-чĕререн юратни, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыни пулăшрĕ пулĕ. Уроксене тивĕçлĕ шайра ирттернипе çеç конкурсра палăрма йывăр, класс тулашĕнче те чылай тăрăшмалла.
– Сирĕн малашнехи ĕмĕтсем епле;
– Ачасен чылай сăввисем тĕрки-тĕркипе выртакан хамăр кăларса тăнă «Хунав» хаçатра упранаççĕ. Ачасен ĕçĕсене уçса пăхатăп та шухăша каятăп. Тĕлĕнмелле илемлĕ сăвăсем... Лайăххисене пĕр çĕре пуçтарса авторсене палăртса кун çути парнелесшĕн, уйрăм кĕнеке кăларасшăн. Çавăн пекех Вырăс Сурăм тăрăхĕнчи (Вырăс Сурăм, Сатлайка, Самушка, Пиçенер, Анаткас, Чулкаç ялĕсен таврашĕнчи) микротопонимсене тишкернĕ тĕпчевсене пĕр çĕре пухса халăх умне илсе çитересшĕн.
Светлана МУКИНА вĕрентекен калаçнă.