АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕкĕрешсем вĕрентекенсене те улталанă

18 апреля 2011 г.

Шкулта вĕреннĕ чухне иккĕшĕ те пĕр пек тумланнă, сăнран та нимĕнпе уйрăлса тăман вĕсем. Çынсем те сахал мар Алинăна Альбинăпа пăтраштарнă.Иккĕшĕ те Шур Пайраш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул çулне çитсен пĕртăвансене вĕрентекенсем те уйăрайман. Хĕрсем пĕр парта хушшинчех ларнă.

– Вĕрентекене улталани те пулнă пирĕн. Алина урине амантнăччĕ, эпĕ вара ун вырăнне экзамен тытма кĕтĕм. Вĕрентекен пĕлеймерĕ те, – шкул чухнехи вăхăтсене аса илчĕ Альбина Ящикова.

– Çапла. Эпир уроксене те пĕрле пурнăçлаттăмăр, пушă вăхăтра пĕр япаласемпех интересленеттĕмĕр. Доска умне тухса пĕр-пĕриншĕн хурав пани темиçе те пулнă, – Альбинăпа килĕшрĕ Алина.

Альбина йăмăкĕнчен кăшт маларах çуралнă. Апла пулин те пĕртăвансем пĕр-пĕрне яланах пулăшса пынă. Апат пĕçермелле-и, чашăк-тирĕк çумалла-и – кашни ĕçе пĕрле пурнăçлама тăрăшнă. Аппăшĕпе йăмăкĕн ăраскалĕ те пĕр килнĕ. Иккĕшĕ те Мартынкасси ялне качча тухнă. Мăшăрĕсем вара арăмĕсене нихăçан та пăтраштарман.

Шел пулин те, Алина Андреева мăшăрĕпе Левăпа пилĕк çул çеç пĕрле пурăннă. Кĕçĕн ачи çичĕ уйăхра чухне кил хуçи арçынĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Алина алăри икĕ пĕчĕк ачапа тата хунямăшĕпе тăрса юлнă. Килти ватă çын йывăрлăха чăтса ирттерме пулăшнă, ывăлĕн ачисене ура çине тăратассишĕн тăрăшнă. – Хуняма пирĕншĕн чăн-чăн тĕревччĕ. Шел пулин те ултă çул каялла вăл та пурнăçран уйрăлса кайрĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ А.Андреева.

Алинăн ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, шкултан вĕренсе тухнă. Оксана хĕрĕ Чăваш патшалăх университетĕнче культурологи факультетĕнче тăваттăмĕш курсра пĕлÿ илет. Максим ывăлĕ кооператив техникумĕнче ăс пухнă пулнă. Вĕренсе пĕтереймен çамрăк, пĕлтĕрхи кĕркунне çар ретне тăнă. А.Андреева халĕ килте пĕчченех пурăнать. Кил вучахне çирĕп упрать. Выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш илессишĕн тăрăшать тăван хуçалăхра нумай çул ĕçленĕ хĕрарăм. Альбина та йăмăкне пулăшма яланах хавас.

– Эпир халĕ те пĕр килти пекех пурăнатпăр. Пирĕн ывăлсем те пĕр çĕрте салтак тивĕçне пурнăçлаççĕ, – терĕç Альбинăпа Алина пĕр харăсах.

Ящиковсем пурĕ пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Альбина хăй вăхăтĕнче Мартынкасси шкулĕнче библиотекăра ĕçленĕ. Пĕр вăхăт техслужащи та пулнă. Ялти шкул хупăнсан А.Ящикова Чăваш Сурăм шкулĕнче техслужащире тăрăшнă, унта сакăр çул вăй хунă. Халĕ вара нумай ача амăшĕ килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшать. Мăшăрĕ пĕр вăхăт калымсене çÿренĕ хыççăн Чăваш Сурăм хуçалăхне водителе вырнаçнă. Ящиковсем ачисене ÿстерсе ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика