20 апреля 2011 г.
Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче пурăнакансенчен чылайăшĕ республика тулашне ĕç шырама тухса каяççĕ. Телее, тупаççĕ те. Паллах, Вăрнарти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшни те пысăк витĕм кÿрет. Çак центр ют çĕре ĕçлеме кайма кăмăл тăвакансен ушкăнне пухассине йĕркеленĕ. Ытларах строительство енĕпе ĕçлекен специалистсем тата тĕрлĕ рабочисем кирлĕ. Чулхулари «Бизнес-строй» фирма çурт-йĕр купаламалли вырăнсенче ĕçлеме йыхравлать.
Унсăр пуçне КФХ С.И.Петров (Волгоград облаçĕ), «Казаченко» (Волгоград облаçĕ), «Машков и компания» («Красинское») (Воронеж облаçĕ), ООО «Агронавт» (Мускав облаçĕ), ЗАО «Племхозяйство Чулковское» (Мускав облаçĕ), ООО «Агрокомплекс», «Доскино» (Чулхула) предприятийĕсем хăйсем патĕнче пахчаçăсене, фасовщиксене, чечек ÿстерес енĕпе ĕçлекенсене, рабочисене кĕтеççĕ. ООО «Агрокомплекс», ООО «Континет», ООО «Амурский горный центр» предприятисене ушкăн пухăнса çитсен кăна ĕçлеме яраççĕ. Ĕçленĕ çĕрте общежитипе тивĕçтереççĕ тата çул укçи те илмеççĕ.
Республика тулашĕнчи вăхăтлăх ĕç – кашни ĕçсĕр юлнă çыншăн çăмăллăх.