АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентĕве аталантармалла

20 апреля 2011 г.

РФ Правительствин Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ертÿçи Владимир Путин асăннă парти членĕсемпе тĕл пулнă, тесе пĕлтерет «Новости» информаци агенстви. Тĕлпулура Правительство пуçлăхĕ вĕрентÿ тытăмĕн çĕнĕ программине хатĕрлеме хушу кăларни çинчен пĕлтернĕ. «Ку программа питĕ кирлĕ, паллах, ăна пурнăçлама пĕртте çăмăл мар – Раççей территорийĕ пысăк, шкулсем нумай, ансатрах каласан, вĕсем паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтереймеççĕ-ха», – тенĕ премьер-министр. В.Путин шухăшĕпе, пĕр тăхтаса тăмасăр, вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатмалла тата тăкаксене чакармалла.

Премьер база центрĕсемпе филиалсем йĕркелени шкул вĕрентĕвне çĕнĕлле йĕркелеме майсем туса парасса шанса тăрать. Вăл çавăн пекех дистанци вĕрентĕвне аталантармаллине те палăртнă. «Филиалсем шкулсене тытса тăмалли укçа-тенке перекетлеме, çавăн пекех пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме майсем туса параççĕ», – тенĕ Владимир Владимирович.

В.Путин çавăн пекех вĕрентекенсен шалăвне ÿстерме сĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика