20 апреля 2011 г.
Çуллахи каникулччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çавăнпа та ачасен канăвне усăллă йĕркелесси паян çивĕч ыйтусен шутне кĕрет.
Хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен тата шкул çумĕнчи лагерьсенче канма путевкăсем илме заявленисем йышăнма пуçланă ĕнтĕ. Пĕлтĕртенпе путевкăсемпе тивĕçтерес йĕркене çĕнетрĕç. Халĕ малтанхи пек бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен ачисем хула тулашĕнчи лагерьсенче тÿлевсĕр канаймаççĕ. Анчах та лагерьти кану хакла кайса лармасть: ашшĕ-амăшĕн путевкăн пĕтĕмĕшле хакĕн 10 процентне кăна тÿлеме тивет. Çак тăкака ашшĕ-амăшне хăй ĕçлекен предприяти саплаштарма пултарать, енчен кун çинчен коллективлă килĕшÿре ятарлă пункт пур пулсан. Укçине вĕрентÿ пайне мар, суйласа илнĕ лагерь кассине хывмалла.
Инвалид-ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем, тулли мар, йышлă, тупăш сахал илекен çемьесенче çитĕнекен ачасем яланах тимлĕхре пулнă. Вĕсене хула тулашĕнчи лагерьсенче канма путевкăсен тулли хакĕн 10 процентне мар, 5 процентне кăна тÿлеттерĕç. Ку ушкăна кама кĕртнипе республика правительствин 2009 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи ачасен канăвне тата сывлăхне çирĕплетессине йĕркелессипе республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен калакан правилăсенче палăртнă. Уçăмлатмалла, 5 процентлă е пачах та тÿлевсĕр путевкăсемпе сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви урлă тивĕçтереççĕ, çавăнпа та ку категорие кĕрекен ашшĕ-амăшĕсен заявленисене социаллă хÿтлĕх пайне çырмалла.
Тÿлевсĕр путевкăсемпе ача çурчĕсенчи, шкул-интернатсенчи, ашшĕ-амăшĕ ниçта та ĕçлемен çемьесенчи, никам та пăхман, килсĕр ачасене тивĕçтереççĕ.