20 апреля 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ кăларнă хушупа килĕшÿллĕн, автоçулсем ан сиенленччĕр тесе Чăваш Республикин тата Элĕк районĕн харпăрлăхне кĕрекен çулсем тăрăх, вĕсем çинчи сооруженисем урлă ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен транспортсене, пĕр тĕнĕллине тивекен йывăрăш – 5 тс (50 кН), икĕ тĕнĕллисен – 4 тс (40 кН), виçĕ тĕнĕллисен – 4 тс (40 кН) кăтартуран ытлашши пулсан, çÿреме чараççĕ. Апла пулин те çурхи шыв-шур вăхăтĕнче «Аварийная служба», «Техпомощь» тесе çырнă автомашинăсемшĕн, çавăн пекех хăйсен вăйĕпе заводран килеççĕ пулсан, çыхăну автомобилĕсене тата чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме явăçтарнă транспортсене, пассажирсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем, тракторсем, ял хуçалăх техникине заводран, выльăх-чĕрлĕхе аш-какай комбинатне турттараканнисене ку чару пырса тивмест.
Палăртнă вăхăтра çÿлерех асăннинчен пысăкрах кăтартупа çÿрекен транспортсем ятарлă ирĕкпе çеç çула тухаççĕ.
А.ФЕДОРОВ,
районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ.