АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле чĕрĕ юлнине халĕ те астăваймасть

20 апреля 2011 г.

Владислав Арсентьев – воин-интернационалист, шăпа пÿрнипе Афганистанра хĕсметре тăма тÿр килнĕ ăна. Хăй вăл – Çĕнкас Юнтапа ялĕнчен, нумай йышлă çемьерен. Ашшĕпе амăшĕ – Григорий Арсентьевичпа Вера Викторовна хăйсен тăваттăмĕш ачине ыттисемпе танах лайăх пăхса ÿстернĕ. Пурте вылянă-кулнă, кил-тĕрешре ĕçленĕ, пĕрне-пĕри пулăшнă.

1986 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухать те Владислав, ăна ДОСААФ (Çара, Авиацие, Флота пулăшакан ирĕклĕ общество – халĕ РОСТО) шкулне водителе вĕренме яраççĕ. 1987 çулхи ака уйăхĕнче Çĕнкас Юнтапа каччине Совет Çарне илеççĕ. Батуми хулинчи çар чаçне лекет Владислав, вĕренÿ курсĕнче пулать. Мĕнле хĕсметре тăрассине каламан-ха ун чухне çамрăк салтаксене. Ултă уйăхран йĕкĕтсене самолет çине лартаççĕ те Афганистан çĕршывĕн тĕп хулине – Кабула илсе çитереççĕ. 1987 çултан тытăнса 1989 çулхи февральчченех – пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухичченех хĕсметре тăрать Владислав.

Чи интересли ак çакă – килне вăл Германире службăра эпĕ, маншăн ан кулянăр тесе çырать. Ара, амăшне шелленипе çапла çырнă ĕнтĕ ывăлĕ. Шăллĕсем хăйсен юратнă пиччĕшĕ Афганистанра пулнине çав-çавах пĕлсе тăнă-ха...

Иртсе кайнă çулсене, тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсене аса илме юратмасть Владислав Арсентьев. Водитель пулнă май, тĕрлĕрен япаласем турттарнă вăл, Кабула умлă-хыçлă хутланă. Вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулни те пĕрре çеç мар сиксе тухнă.

Пĕррехинче, Саланг сăрчĕ урлă каçнă чухне, душмансем вĕсен автоколоннине тапăнаççĕ. Владислав шăп колонна варрипе пырать. Малти машинăна та, хыçалтине те персе тивретеççĕ. Мĕнле чĕрĕ юлнă Владислав – халĕ те астуса пĕтереймест. Кунашкал самантсем татах та пулнă унăн.

Гепатит чирĕпе те чирлесе ÿкет пирĕн ентеш. Салтак туслăхĕ вăл çирĕп çав – юлташĕсем ăна кÿршĕри пахчасенчен арпус, ытти çимĕçсем тупса килсе çитереççĕ, ура çине тăратаççĕ.

Элĕк ачипе, Геннадий Кононовпа тĕл пулни – хăйне уйрăм самант. Вăл та çавăн чух Афганистанра пулнă иккен. Нумай-нумай калаçаççĕ пĕр-пĕринпе икĕ тус.

1987 çулхи нарăсра Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухма тытăнаççĕ. В.Арсентьевсен ротине Венгрие илсе каяççĕ. 1989 çулта вăл тăван килне чипер, сывах таврăнать. Кăшт вăхăт иртет те, мăшăрлă пулса тăрать. Паянхи кун Арсентьевсем Чăваш ен тĕп хулинче – Шупашкарта пурăнаççĕ, Ольгăпа иккĕшĕ Наталья ятлă чипер хĕре пăхса ÿстереççĕ.

Г.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика