20 апреля 2011 г.
Апрелĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти атом станцийĕнче хăрушă авари пулнăранпа 25 çул çитет. Манăн кукаçи те, Вениамин Александрович Майоров, çак аварие сирме хутшăннă. Вăл унта ытти юлташĕсемпе пĕрле тăватă уйăх радиаци сарăласран тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçланă.
Киле таврăнсан, организма радиаци пайăркисем лекнĕрен чир-чĕр пуçланнă. Çавăнпах инвалид пулса тăнă. Каярахпа урисене юн çÿреме пăрахнă. Малтан пĕрне, унтан теприне татма лекнĕ. Хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Эпĕ кукаçипе мухтанатăп, ăна чăн-чăн паттăр вырăнĕнчех шутлатăп.
Женя ЕГОРОВА.