20 апреля 2011 г.
– Шкултан вĕренсе тухрăм. Ĕçе вырнаçма та юрать. Часах Элĕке каятăп та ĕç вырăнĕ шыратăп, – пĕлтернĕ çывăх çыннисене Анатри Татмăш хĕр ачи Надежда.
– Ĕçлесех килет пулсан, хамăрăн «Волга» колхозра та вăй хума пулать, – сĕнÿ панă килтисем.
Надежда хирĕçлесе тăмасть, ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăнма пуçлать. Пурăна-киле районти тĕп больницăра санитарка васкавлă кирлине пĕлет. Çавăнта вырнаçать те Татмăш хĕрĕ.
– Кардиологи уйрăмĕнче нумай çул вăй хума тиврĕ. Чирлисем патĕнчен татăлман, – кăмăлпах калаçрĕ Надежда Васильевна.
Шалкăм çапнисем, вырăнтан тапранайманнисем çине врачпа, сестрапа пĕрлех санитаркăн та чылаях вăй хума тивнĕ. Тирпейлесе тăрасси йăлтах ун çине тиеннĕ.
– Малтанхи вăхăтра больницăра ĕçлеме условисем япăхчĕ. Пÿлĕмсене (палатăсене) вутă хутса ăшăтаттăмăр. Сивĕ шывпах урайне те çунă, – пăшăрханнă пек пулчĕ Надежда Филиппова.
Евчĕ тени Татмăш хĕрне Сурăмварри яшне кăтартнă. Виталий Филиппов Надеждăна кăшт курнипе пĕрлех кăмăллать, хăйĕн арăмĕ пулма ыйтать. Çапла нумаях та вăхăт кирлĕ пулман Надьăна Сурăмварри кинĕ пулса тăма. Аслă çулпа пачах урăх еннелле ир те, каç та утма пуçлать çĕнĕ çын.
– Татмăшран Элĕке кайнă пек Сурăмварринчен те аслă çулпах çÿреттĕмĕр. Йĕпе-сапа вăхăтра пылчăк çăрса утасси нушаллăччĕ, – иртнине малалла аса илчĕ Надежда Васильевна.
Çемьеллĕ хĕрарăм ир-ирех тăрса пĕтĕм ĕçне пуçтарса хăварать. Кăмакине хутса кăларать, апатне хатĕрлет. Çав хушăрах выльăх-чĕрлĕхне те пăхать. Тăватă ачи амăшĕн, упăшки арăмĕн тимлĕхĕсĕр епле пулччăр-ха тата; Чун-чĕреллĕ хĕрарăм йăлтах ĕлкĕрсе пырать.
Халĕ Надежда Васильевна аллисем сурса ыратнипе аптăрать. «Çынсемшĕн тăрăшрăм, хама шеллемерĕм, сывлăха пĕтертĕм», – тет «Ĕç ветеранĕ» медаль илме тивĕçнĕскер.
Филипповсем виçĕ хĕрĕпе ывăлне пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларнă та халĕ килĕнче иккĕшех. Надежда Васильевна мăшăрĕ Виталий автомашина рульне хĕрĕх ултă çул алăран яман.
С.ИВАНОВА.