АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын пуласси пĕчĕкренех паллă

20 апреля 2011 г.

Район центрне час-часах кайма тивет. Çавна май ирхи сакăр сехет тĕлне килекен автобус патне çитме васкатăп. Шăпах çавăн чухне ачасем те шкулалла утаççĕ. Вĕсем çине пăхатăп та чун хĕпĕртет. Пурте типтерлĕ те илемлĕ çи-пуçсемпе. Аслисене хирĕç пулсан сывлăх сунмасăр иртмеççĕ. Асăрхатăп-ха, пирĕн Ураскилт шкулĕнче ачасене тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе те çыхăну тытаççĕ.

Хамăр урамри ачасем çинче уйрăмах чарăнса тăрас килет. Таня Козловăна илер-ха. Вăл аслă класа каять. Сăпайлă хăй, сăмах хушмасăр иртмест. Килти ĕçсене те хаваспах хутшăнать. Пÿртре тирпей-илем кÿмелле-и, выльăхсене пăхмалла-и – ÿркенмест Таня.

Ксюша Филипповăна та асăнмасăр иртме çук. Вăл виççĕмĕш класра кăна вĕренет-ха, çаврăнăçулăхĕпе вара халех тыткăнлать. Мучи-кинемейсене, сывлăх сунса иртнипе пĕрлех, ăшă сăмахсемпе йăпатма та пĕлет.

– Мучи, мĕнле пурăнатăр; Сывлăхăр епле сирĕн; – терĕ хĕр ача шкул еннелле пĕрле утнă чухне.

Çавнашкал сăмахсене илтсен камăн чунĕ çĕкленмĕ-ха; Чĕвĕлти чĕкеç сассиллĕ хĕр ача мана вăй-хал хушма пулăшнăнах туйăнчĕ.

Пирĕн кÿршĕри Даша Петрова та лайăх хĕр ача. Тăваттăмĕш класа çÿрекенскер питĕ çепĕç калаçать, ăс-тăнĕ аталанса пыни те палăрать унра. Даша шкултан таврăнсан амăшне хаваспах пулăшать. Киле панă ĕçсене пурнăçланă хыççăн урама йĕлтĕрпе ярăнма тухатчĕ.

Ливерий ФЕДОРОВ,

Ураскилт ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика