20 апреля 2011 г.
Элĕкри культурăпа кану центрĕнче тăрăшса ĕçлекен Рувим Михайлов – пултаруллă çамрăксен шутĕнче. Пуçа усса ларма вăхăт çук унăн. Сцена çине тухса халăха савăнтарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Эпĕ пынă чухне те вăл репетицинчеччĕ. Апла пулин те хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа пама ÿркенмерĕ каччă.Рувим Анатольевич Михайлов 1989 çулта пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Тăхăр класс таран Элĕк шкулĕнче вĕреннĕ. Шкул сакки çинче чухнех искусство шкулне çÿренĕ. Пур енчен те хăйне лайăхпа кăтартнă. Çапах та чунĕ ытларах сцена çинех туртнă.
Рувимăн мăн асламăшĕ юрлама юратнă. Хăй вăхăтĕнче вăл юрăсен пуххине те халăх умне кăларнă. Амăшĕ те Рувимăн – Алевтина Николаевна – пултаруллă хĕрарăм. Вăл та юрлама маçтăр. Халĕ Алевтина Николаевна «Валинке» фольклор ушкăнне çÿрет. 2009 çулта çуркунне И.Вдовина ячĕпе иртнĕ республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Шел пулин те, Рувим вун виççĕре чухне ашшĕ çĕре кĕрет. Амăшĕн хăйĕн икĕ тĕпренчĕкне пĕчченех ура çине тăратма тивет. Наташăпа Рувима амăшĕ тÿрĕ çул çине тăма вĕрентнĕ. Халĕ ачисем иккĕшĕ те ура çине тăнă. Наташа районти судра ĕçлет, Рувим вара асламăшĕпе амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Артист пурнăçне кăмăлланă.
Тăхăр класс пĕтерсен Рувим культура училищине хореографи уйрăмне вĕренме кĕрет. Унта пĕлĕве туптанă чухне пĕр ансамбльте юрланă.
– Студент вăхăчĕ питĕ интереслĕ тата хăвăрт иртрĕ. Вĕренÿрен пушă сехетсене усăллă ирттерме тăрăшнă яланах, – аса илет Рувим.
Алла диплом илнĕ хыççăн ăна çара ăсатаççĕ. Малтанах Мускавра, кайран вара Калугăра салтак тивĕçне пурнăçланă. Пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче çартан таврăнать те тÿрех Элĕкри культурăпа кану центрне ĕçлеме вырнаçать. Хореографи енĕпе ĕçлекен специалист пулса тăрать. Училищĕре пĕрле вĕреннĕ Николай Ильинпа халĕ, алла-аллăн тытăнса, туслă ĕçлеççĕ.
П.Осиповăн «Айтар» драминче каччăсем хăйсене пултарулăх енчен кăтартрĕç. Рувим Пичура рольне, юлташĕ Коля Улай ятлă çамрăкăн рольне лайăх калăпларĕç.
Унсăр пуçне Рувим Михайлов Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа культурологи факультетĕнче вĕренет.
Анжелика
СИЛИВЕСТРОВА.