18 апреля 2011 г.
Районти тĕп больницăна халăх кулленех йышлă çÿрет. Çавна май регистратурăра, поликлиникăн ытти кабинечĕсем умĕнче те черет пысăккине асăрхама пулать. Кăнтăрлаччен кăна çапла, хыççăн аслă коридорсем пушансах юлаççĕ. Черет пысăккин сăлтавĕсене А.Платонов тĕп врач тишкернĕ те ăна пĕчĕклетме май пуррине палăртнă. Вăл ку енĕпе хăйĕн шухăшĕсене пирĕн корреспондента та пĕлтерчĕ, каласа пама та кăмăл турĕ.
– Анатолий Иванович, эсир хăвăр сăмахăра регистратура пиркиех пуçлатăр пулĕ. Кунта кулленех ир-ирех çынсем йышлăн пухăнаççĕ.
– Çапла, чирлисене йышăнасси регистратурăран пуçланать. Кунта çыннисем те харăсах килсе çитеççĕ. Вĕсене ăнланатăп, кашниех районăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен автобуспа килнĕ. Кусем врач патне те кăнтăрлачченех кĕрсе тухса килĕсене те машинăпах каясшăн. Вĕсен нушине тĕпе хурса, регистратура ĕçне улшăну кĕртрĕмĕр: халĕ малтанхи пек сакăр сехетре мар, çиччĕрех ĕçлеме пуçлать. Кунта çынсене иккĕн йышăннă пулсан, хальхи вăхăтра ку енĕпе виççĕн тимлеççĕ. Регистратурăра улшăну тунăран юлашки вăхăтра кунта черет пĕчĕкленни палăрмаллах сисĕнет.
– Процедура кабинечĕ тĕлĕнче те хушăран çынсем пухăнса кайнине асăрхама пулать.
– Чăннипех те çапла. Кунта пĕр вăхăтрах анализсем илнĕ, çавнашкалах укола çÿрекенсен ыйтăвне те тивĕçтернĕ май, черет вăрăмланни палăрать. Ку чăрмава пĕтерес тесе, процедура кабинетне ĕçлеме тепĕр çынна илтĕмĕр, малашне кунта икĕ специалист вăй хурĕç.
– Черет вăрăмланни вырăнсенчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те çыхăнман-и;
– Районта врач офисĕсем пурĕ саккăр шутланаççĕ. Çывăх вăхăтрах тăххăрмĕшне те уçма палăртрăмăр. Вăл район центрĕнче пулĕ.
Чирлĕ çыннăн малтанах вырăнти врач офисĕнче пулмалла. Чылай чухне унăн ыйтăвне çавăнтах татса пама май пур, çапла вара çыннăн район больницине килсе чăрманмалла та мар. Пĕр-пĕр врач патне çитмеллех пулсан, офисран тĕп больницăна килме направлени илмелле. Хальлĕхе хăшĕ-пĕрисем врач офисĕн ĕçне хăнăхса çитейменни сисĕнет.
– Тĕп больницăра кадрсен ыйтăвне татса панă теме пулать-и; Врачсем çителĕклĕ-и;
– Пĕтĕмĕшле илсен, аслă пĕлÿллĕ специалистсем çителĕклĕ. Анчах та хăш-пĕрисен чирлисене стационарта сиплеме, çав хушăрах поликлиникăра йышăнма та тивет. Хальхи çур кунĕсенче, акă, çара кайма хатĕрленекенсем медицина тĕрĕслевĕнче пулаççĕ. Диспансеризаци тапхăрĕ те çитĕ. Тĕрĕслев витĕр тухасшăннисем татах та килсе тăраççĕ. Кун пек чухне черет пысăкланмасăр майĕ те çук. Малашне вара, черете пĕчĕклетес, чирлисемшĕн меллĕрех пултăр тесех врачсен ĕç графикне кашни эрнерех пăхса тухса çирĕплететпĕр. Тухтăрсем хăйсен кун йĕркине мĕнлерех пăхăннине контроллетпĕр, вĕсенчен те çирĕпрех ыйтăпăр.
– Хальхи пурнăç уттинчен юлмасăр сывлăх сыхлавĕн ĕçне ку чухнехи çĕнĕлĕхсене кĕртсе пыни те паллă ĕнтĕ.
– Юлашки вăхăтра электронлă регистратурăпа усă куратпăр. Интернета тухса, сывлăх учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашма тата ун урлă пулăшу илме те пулать. Сайтра кашни врачăн ĕç графикне пĕлме, çавăн пекех ун урлă черете çырăнма та май пур. Электронлă регистратурăпа усă курса, ытти больницăсене кайма та черете тăма пулать. Килте компьютер çуккисем ял тăрăхне, библиотекăсене кайса регистратурăпа çыхăнма пултараççĕ.
– Тĕп больница поликлиники çынсен ыйтăвне тивĕçтерсе пыма пултарать-и;
– Поликлиника сменăра 450 çын йышăнма пултарать. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсемпе пĕрле илсен, 625 çын ыйтăвне тивĕçтерме майсем пур.
Елена ТИМОФЕЕВА калаçнă.