23 апреля 2011 г.
Элĕкри тĕп библиотекăна куллен тĕрлĕ ÿсĕмри çын пырать: пĕрне пĕр-пĕр илемлĕ литература кăсăклантарать пулсан, тепри çĕн хаçат-журналпа паллашма кăмăл тăвать. Кăçалхи çур çула акă 22,8 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ журнал çырăнса панă. Килеççĕ, вулаççĕ, хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ. Библиотекарьсемшĕн чи лайăххи вăл – вулакансен йышĕ чакманни. Чăн та, пытармалли çук, çу кунĕсенче чылайăшĕ библиотекăна пыма вăхăт тупаймасть: ара ĕç-хĕл туртса илет-çке çынна. Çавна шута илсе тĕрлĕ проект хатĕрлеме тăрăшаççĕ. «Уçланкăри кĕнеке», «Вулакан парк», «Кану кунĕнчи кĕнекесем» тата ыттине те пурнăçа кĕртеççĕ.
Халĕ самана таппипе пымасăр май çук, çĕнĕлĕхсем вара халăхăн культурăпа ăс-хакăл шайне ÿстерме самаях пулăшаççĕ.
– Темиçе çул каялла вулакана кĕнекепе е хаçат-журналпа çеç тивĕçтернĕ эпир. Паянхи кун компьютерпа мультимеди технологийĕсемпе анлăн усă куратпăр, – пĕлтерет библиотека директорĕ Раиса Гордеева.
Вăл каланă тăрăх, хăйсене интереслентерекен темăна тарăнрах тишкерекенсене кунта меслетлĕх пособийĕсемпе, литература пуххипе тивĕçтереççĕ. Ĕçре компьютер хатĕрĕсемпе усă курассине лайăх йĕркеленĕ. Çавăнпах кирлĕ информаци тупса пама пултараççĕ. Слайд-презентаци, электрон куравсем тата ытти мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çулсерен районти тĕп библиотека вулакансем кăмăллакан кĕнекепе Интернет-акци ирттерет. Писателĕн пултарулăхĕпе паллаштаракан электрон презентацине те хатĕрлет. Акци пынă вăхăтра кĕнеке тусĕсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ тата ыйтусем çине хурав параççĕ.
Тĕп библиотека çулсерен çĕнĕ кĕнекепе пуянланать. Чăвашла кĕнеке вулама кăмăллакансем пурри чăннипех те савăнтарать.
Л.ПЕРОВ.