АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял вăрманлă вырăнтан пуçланса кайнă

23 апреля 2011 г.

Эпĕ пушă вăхăтра ытларах радио итлетĕп, хаçат-журнал е кĕнеке вулатăп. Пысăк ĕç тунăшăн Элĕк район энциклопедийĕн тĕп авторне Л.Ефимов профессора тата ыттисене ырă ĕç тунăшăн тав сăмахĕ калас килет.

Мана тăван ял Мартынкасси историйĕ тата ку таранччен сыхланса юлнă ялсен шăпи хытах интереслентерет. Паллах, энциклопедире ял историне архиври документсемпе килĕшÿллĕн çырса кăтартнă. Ялта çуралса ÿснĕ паллăрах ватă çын Т.Игнатьевич калани асран каймасть. Ăна хăй вăхăтĕнче кулак тесе пурлăхне туртса илнĕ, çавăнпах ялтан кăларса янă. Кайран Мускав хулинче тĕпленнĕ, пурăннă вăхăтра тăванĕсем патне яла килсе çÿретчĕ. Мана вăл Мартынкасси историйĕ çинчен каланине итлеме тÿр килнĕ. Малтан пирĕн ял хурăнлă мăн çулăн çурçĕр енче, хальхи Чăрăш варĕ пуçне вырнаçнă пулнă. 19 ĕмĕрте ăнсăртран сиксе тухнă хăрушă пушарта ял пĕтĕмпех çунса кĕлленнĕ.

Паянхи ял вырăнне чи малтан Мартын текен çын тĕпленнĕ. Çавăнпа та çав çын ячĕпе яла Мартынкасси тесе калама пуçланă. Эпĕ астунă тăрăх ял варринчи çырма тăрăх вăрмантан юлнă пысăк ватă юмансем, хурамасем тата çăкасем ларатчĕç. Ватă темиçе çăка паянхи куна та сыхланса юлнă. Çаксем пĕтĕмпех пирĕн ял вăрманлă вырăнта пулса кайнине пĕлтереççĕ.

Энциклопеди кĕнекинче çырса хунă тăрăх, 1860-мĕш çул тĕлне пирĕн ялта 37 хуçалăх çеç шутланнă, 190 çын пурăннă. Майĕпен пирĕн яла кÿршĕллĕ Муркаш районне кĕрекен Тивĕш, Шетмĕпуç, Катăк уй ялĕсенчен, Красноармейски районне кĕрекен Ыхракасси, Ямайкасси, Çеçмер, Шăпăрлă вар ялĕсенчен çынсем куçса пынă. Малтанлăха çуртсене тĕлли-паллисĕр лартса тухнă. Çĕр йĕркелÿ тапхăрĕнче яла çĕр виçме мишавайсем килнĕ те йĕрке туса хăварнă.

1906-мĕш çул тĕлне ялта 67 хуçалăха, халăх йышĕ 267 çынна çитнĕ. 1926-мĕш çулта 87 хуçалăх пулнă, 384 çын пурăннă. Хыççăнхи çулсенче халăх йышĕ майĕпен чакса пынă. Тĕслĕхрен, вăрçă пуçланиччен 377 çын пурăннă. 30-мĕш çулсем хыççăн нумайăшĕ ирĕклĕ пурнăç шыраса Çĕпĕре куçса кайнă. Вăрçăра 40 ытла çын вилнĕ. Çав çулсенче ачасем çураласси те чылай чакнă.

1970-мĕш çулта 305 çын пурăннă. Ун чухне çамрăксене паспорт илме справкăсем паман. Çавăнпа та теприсем пысăк стройкăсене ĕçлеме кайнă. Ирĕкелле тухса кайма чарса тăрассине пăрахăçласан çамрăксен ытларах пайĕ хулана çул тытать.

2002-мĕш çул тĕлне 68 кил кăна тăрса юлнă, вĕсенче пĕтĕмпе те 138 çын кăна пурăннă. Халĕ 45 хуçалăхра 80 çын кăна тăрса юлтăмăр. Пуш уйăхĕнче тата тепĕр икĕ арçын пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Пенси çине тухсан 7 çемье яла таврăнчĕç. Тепĕр 21 кил дача вырăнне кăна юлчĕ. Тата тепĕр 21 кил вырăнĕсем пуш-пушах, хуçисем çук. Тепĕр темиçе çултан пирĕн ял дачниксен ялĕ кăна пулса тăрĕ. Иртнĕ 3-4 çул хушшинче пирĕн ялта пĕр ача та çуралман, çуллен 5-6 çын вилет. Хуçалăха панкрута кăларса аркатрĕç, шкул хупрĕç. Çамрăксем ĕç шыраса ют çĕре туха-туха каяççĕ.

Юлашки 2-3 çул хушшинче 4-5 çемье арканчĕ. Вĕсенче ачи-пăчисем çурма тăлăх ÿсеççĕ.

Районта пирĕн пек шăпаллă ялсем татах та нумай, анчах та вĕсем пирки влаçра ĕçлекенсем пачах та интересленмеççĕ. Паянхи пĕтсе пыракан ялсене сыхласа хăварасси – патшалăхăн тĕп тивĕçĕ. Çав тĕллевпе кирлĕ мерăсем йышăнмалла тесе шутлатăп.

В.АРХИПОВ,

ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика