АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк чух каччăсен чĕрисене вут хыптарнă

23 апреля 2011 г.

Пурнăç çулĕ çынна кампа кăна паллаштармасть-ши, туслаштармасть-ши; Ăнсăртран тенĕ пек тĕл пултăмăр Ярхуньушкăнь ялĕнчи Дария Федоровна Семьянинăпа, калаçу пуçартăмăр.

Дария Федоровна Элĕкри ясли-садра çирĕм çул вăй хунă. Çав тапхăрта хăйĕн сăпайлăхĕпе кама кăна тыткăнламан-ши; Ачасем кăна мар, пĕр ĕçри юлташĕсем, ашшĕ-амăшĕсем те хисепленĕ ăна. Хитре хĕр хăй вăхăтĕнче миçе каччă чун-чĕрине хыптарман-ши; Кÿршĕ ял çамрăкĕ Санька – тăрăшуллă механизатор вара ăна хăй аллинчен вĕçертмен.

– Эпир, тăватă хĕр, ăмăртмалла çитĕнтĕмĕр. Пĕртăвансем пурте аяккалла «вĕçсе» хăйсен вырăнĕсене тупрĕç. Манăн, шутламан çĕртенех, кил хуçи пулса юлмалла пулчĕ, – тет халĕ Дария Федоровна.

Мăшăрĕпе, Александр Семьянинпа иккĕшĕ, пурнăç урапине кустарма пĕлнĕ. Вĕсем ватă амăшне хисеплесе пурăннă. Çывăх çынни вĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа кунсем, çулсем чылаях иртнĕ ĕнтĕ.

Мăшăрсем ĕçсĕр ларма хăнăхман. Александр Семьянин колхоз-совхозра механизаторта вăй-хала шеллемесĕр ĕçлесе Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Дария Федоровна нумай çул хуçалăх столовăйĕнче ял ĕçченĕсене валли тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе парассипе тăрăшать. Бригадир хушнă ытти ĕçсенчен те аякра юлмасть.

– Пÿрт-çурта тирпейлесе пурăннипех çырлахма çук-ха. Килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхрен, пахчаран тупăш илессишĕн тимлетпĕр, – сăпайлăн калаçрĕ илемлĕ хĕрарăм.

Вĕсене кулленхи ĕçĕсенче Саша ывăлĕ пулăшсах тăрать.

Е.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика