АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виктор атте тĕн ыйтăвĕпе калаçнă

23 апреля 2011 г.

«Элĕкри литературăпа краеведени музейĕ» муниципаллă учрежденире Элĕк салинчи Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕнче ĕçлекен Виктор атте Элĕкри вăтам шкулти 4-мĕш «а» класра вĕренекенсемпе (ертÿçи Н.Л.Иванова) тĕл пулчĕ. Сăмах май каласан, мероприятие музей директорĕ районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсемпе пĕрле йĕркеленĕ.

Ачасене валли «Христос чĕрĕлнĕ» тата «Кашни кун Турра мухтаса» куравсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех уйрăм экспонатсем те тыткăнланă: Элĕкри вăтам шкулти Н.В.Андреева ертсе пынипе вĕренекенсем пенопластран тунă чиркÿ макечĕ, Г.К.Терентьев краеведăн православнăй календарĕсен коллекцийĕсем.

Мероприятие музей директорĕ О.Е. Алексеева уçнă. Вăл ачасене православи тĕнĕ çинчен кĕскен пĕлтернĕ.

Малалла урока Виктор атте ирттернĕ. Вăл çынăн чунĕ, ку ĕмĕрех пурăнни, çынсемпе харпăр хăйне тытмалли, аслисенчен иртменни мĕне пĕлтерни, телепередачăсем çынна епле япăх витĕм кÿни çинчен каласа панă. Мăнкун уявĕ пирки вара ытларах чарăнса тăнă. Виктор атте каласа кăтартнă хыççăн, ыйтусем нумай тухса тăнă.

Юлашкинчен вĕренекенсем Виктор аттепе пĕрле чей ĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика