АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Намăс-симĕсе пĕлмест

27 апреля 2011 г.

Ĕçке ярăннă çынсем темĕн чухлĕ ĕçлесе илсен те укçан пысăк пайне, çемье мĕнле пурăнни пирки шутламасăрах, эрех-сăра ĕçсе пĕтереççĕ. Çавăн пек инкеклĕ пурнăç çинчен Элĕкре пурăнакан пĕр хĕрарăм, икĕ ача амăшĕ мана акă мĕн каласа пачĕ: «Ытти çемьесем мĕнле пурăннине сăнатăп та – пурте йĕркеллĕ. Манăн вара – чăн-чăн нуша. Упăшкан эрех ĕçмесĕр иртмен кунĕ çук. Мускава кайса ĕçлесе илнĕ пĕтĕм укçине ĕçсе яни çитмест, аран-аран туянкалама вăй çитернĕ япаласене те килтен иле-иле кайса сутса ĕçет. Ачасен вылямалли теттисем те, тумтирĕсем те пĕтĕмпех кивелсе çитрĕç. Мĕн пур укçана намăс-симĕсе пĕлмесĕр, ачасене çаратса тенĕ пек, эрех-сăра ĕçсе пĕтермелле-ши;» Икĕ ачине пĕтĕм вăйран тăрăшса пăхса ÿстерес тесе сывлăхне, вăй-халне паракан хĕрарăм каланă çак сăмахсене ниепле те лăпкăн итлеме май çук.

А.ГОРШКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика