АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш пикисем – чи хитрисем

27 апреля 2011 г.

Республикăра «Чăваш пики-2011» конкурсăн финалĕ иртнĕ. Чи кăткăс та кăсăклă тупăшусене Элĕк районĕнчи тата Патăрьел, Йĕпреç, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсенчи 17-25 çулсенчи 12 хĕр-пике хутшăннă. Пурте вĕсем юрă-ташăри, сцена çинчи ăсталăхне туллин те пултаруллăн кăтартнă.

Конкурс «визит карточкинчен» пуçланнă та хыççăн чипер хĕрсем хăйсем историе, этнографие, йăла-йĕркене мĕнле пĕлни çинчен питех те хавхалануллăн каласа кăтартнă. Чăваш пикисем сцена çине капăр та илемлĕ наци костюмĕсемпе тухнă, пултарулăх конкурсне хутшăннă. Элĕк район чысне Юманлăхри Анастасия Михайлова (ÿкерчĕкре) хÿтĕленĕ. Вăл «Мисс «Паха тĕрĕ» ята тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика