27 апреля 2011 г.
«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республикăна сывлăха сыхлас ĕçри модернизаци программипе килĕшÿллĕн 4,5 миллиард тенкĕ укçа кĕмелле.
Малашнехи икĕ çулта Раççейре 40 процент ытла патшалăх тата муниципаллă сывлăх учрежденисене юсамалла. Çакăн пирки «Единая Россия» парти лидерĕ, Раççей Федерацийĕн Правительство Председателĕ Владимир Путин медицина работникĕсен Пĕтĕм Раççейри форумĕнче каланă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл 2011-2012 çулсенче 18 пин патшалăх тата муниципаллă сывлăх учрежденийĕсенчен 8 пинне юсасси, пуçланă строительство объекчĕсене вĕçлесси пирки палăртнă.
Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ – граждансен пурнăçне вăрăмлатасси. Ăна пурнăçлас тесен чăн малтан халăха медицина çăмăллăхĕ парассине лайăхлатмалла, тухтăр профессийĕн малашлăхне ÿстермелле. Парти лидерĕ врачсен шалăвĕ ÿсессине те пĕлтернĕ. Чăваш Республики вара Раççейре сывлăха сыхлас системăна модернизацилес программăна пĕрремĕш хÿтĕленĕ.