АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть

27 апреля 2011 г.

Чăваш Сурăм ял тăрăхне пурĕ 16 ял кĕрет. Унăн администрацийĕ Чăваш Сурăм салинче вырнаçнă. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕтĕмпе 1700 çын пурăнать. Килти хуçалăхсем – 870. Ял тăрăхĕн администрацийĕн центрĕ Чăваш Сурăм район центрĕнчен 13 километрта, Чăваш Ен тĕп хулинчен Шупашкартан 50 километрта шутланать. Ял тăрăхĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 6522 гектар йышăнать, çав шутран ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем – 5333 гектар.

Чăваш Сурăм салинче – администраципе хуçалăх, культурăпа çутĕç учрежденийĕсем. Чăваш Сурăм «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕн центрĕ пулнипе те палăрать. Ял хуçалăх предприятийĕ, тĕпрен илсен, тырă, сĕт тата аш-какай туса илессипе ĕçлет. Чăваш Сурăм сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсемпе те палăрса тăрать.

Ял тăрăхĕнче К.В.Воронов ячĕллĕ халăх музейĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Кунта килекенсемшĕн çар мухтавĕн, этнографи, чăваш наци костюмĕсен пайĕсем уйрăмах интереслĕ. Çут çанталăк уйрăмĕнче те Чăваш Республикин фаунине (чĕр чунсен тĕнчине) анлă кăтартнă.

Ял тăрăхĕнчи тĕп отрасль – ял хуçалăхĕ. Кунта аш-какайпа сĕт, тырă туса илессипе специализациленнĕ.

2010 çулхи паллă пулăмсенчен пĕри – ял тăрăхĕн территорийĕнчи комплекслă пилот проектне хутшăнни пулчĕ. Çавна май Чăваш Сурăмĕнчи культура çуртне юсаса çĕнетнĕ. Халĕ вăл культурăпа кану центрĕ шутланать. Чăваш Сурăм шкулĕн çурчĕн тăррине улăштарнă. Мартынкасси ялĕнчи фельдшер-акушер пунктне, лавкка çуртне тĕпрен çĕнетнĕ.

Пĕчĕк предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕ вăй илсе пырать. Чăваш Сурăм салинче, Шапкино ялĕнче уйрăм çын лавккисем ĕçлеççĕ.

Килти хушма хуçалăхсем çăмăллăхлă кредитсемпе анлă усă кураççĕ. 2010 çулта 14 çын 1 миллион та 965 пин тенкĕлĕх кредит илчĕç. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, ку çăмăллăхпа 10 çын усă курма кăмăл турĕç, 1 миллион та 290 пин тенкĕ укçа кивçен илчĕç.

М.РОМАНОВА,

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн

пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика