АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытлашши утмалла мар, пур услови те пулмалла

27 апреля 2011 г.

Кăçалхи сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен Раççейре шкулсем валли çĕнĕ санитарипе эпидемиологи правилисене ĕçе кĕртеççĕ. Унта шкул ăçта вырнаçмаллине, унăн территорийĕ, çурчĕ, пÿлĕмĕсемпе кабинечĕсем мĕнлерех пулмаллине тата ыттине тĕплĕн палăртнă. Кунта çакна каламалла: темиçе теçетке çул каялла тунă шкулсемпе çĕнĕ вĕренÿ учрежденийĕсен санитари требованийĕсенче уйрăмлăхсем пур пулин те, çĕнĕлĕхсем пурне те пырса тивĕç.

Шкул йĕри-тавра карта пулмалла, территорие çурри ытла ешĕллетмелле, йывăçсем лартмалла. Вылямалли площадка хытă сийлĕ пулмалла, футбол уйĕ курăкпа витĕнмелле. Шкул çурчĕ кивĕ пулсан та спортзалта хывăнса тăхăнмалли тата гимнастика снарячĕсене хумалли, душ кĕмелли пÿлĕмсем, туалет кирлĕ.

Çĕнĕрен тăвакан шкулсенче вара асăннă пÿлĕмсемсĕр пуçне санитари пÿлĕмсемлĕ спортзал та, артистсене валли уйăрнă тата кино курмалли пÿлĕмсемлĕ, костюмсемпе музыка инструменчĕсем хумалли уйрăмлă акт залĕ, пысăк та çутă залра вырнаçнă, компьютерсемлĕ, электрон базăллă библиотека пулмалла. Ялта пурăнакан, пуçламăш класра вĕренекен ачасен шкула 2 километртан ытла утмалла мар. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсен – 4 километр.

Вĕренекенсен ăс пухма палăртнинчен ытларах утмалла пулсан вĕсене шкула тата киле çити ятарлă транспортпа илсе çÿремелле. Шкул автобусĕ чарăнакан вырăна çити вара ялта пурăнакан ачасен 1 километртан ытла утмалла мар.

Пĕрремĕш классен эрнере 5 кун кăна вĕренмелле, килти ĕçсем тата ачан пĕлĕвне хаклакан паллăсем пулмалла мар. Пĕр класра 25 ачаран ытла вĕренмелле мар. Урок тăршшĕ 40 минут пулмалла. Ачасене пĕр сменăпа вĕрентме тăрăшмалла.

Расписани хатĕрленĕ чух йывăр тата кăткăс уроксене çăмăлтарах предметсемпе черетлемелле. Кунне пĕр тĕрĕслев ĕçĕ кăна пулмалла!

Физкультура урокĕсене, çанталăк çиллĕ, çумăрлă е сивĕ мар пулсан, уçă сывлăшра ирттерме тăрăшмалла. Киле панă ĕçсен калăпăшĕ (пур предметпа та) çапларах пулмалла: 2-3-мĕш класра вĕренекенсен вĕсене 1,5 сехетре, 4-5-мĕш класра – 2 сехетре, 6-8-мĕш класра – 2,5 сехетре, 9-11-мĕш класра вĕренекенсен – 3,5 сехетре туса пĕтерме май пултăр. Килти ĕçсене тума вăхăт нумай кирлĕ предметсене пĕр кунта вĕрентмелле мар. Тĕслĕхрен, тĕрĕс хатĕрленĕ расписанире 5-мĕш класра пĕр кунта истори, биологи, математика, ют çĕр-шыв чĕлхи, вырăс чĕлхи тата литература пулас çук.

Физкультура урокĕ хыççăн çыру тата тĕрĕслев ĕçĕсем ирттермелле мар. Физкультура урокĕсем юлашки пулсан аван. Шкулта (пĕрремĕш хутра) врач кабинечĕпе процедура пÿлĕмĕ пулмалла. Ялти шкулсенче вĕренекенсене медицина пунктĕнче ĕçлекенсен пăхса тăмалла.

Вĕренекенсене çурт тăрринчен юр антарнă, санитари пÿлĕмĕсемпе туалетсене, светильниксемпе чÿречесене çуса тасатнă çĕре явăçтармалла мар!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика