АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчевçĕсем архив материалĕсемпе кăсăкланаççĕ

27 апреля 2011 г.

Элĕкри муниципалитет архивĕн тĕп тивĕçĕ ял тăрăхĕсен, хуçалăхсен, организацисемпе предприятисен, учрежденисемпе уйрăм çынсен ĕç хучĕсене типтерлĕ упрасси пулса тăрать. Çакна тĕпе хурса архивра упранакан ĕçсене, çирĕплетнĕ график тăрăх, кашни уйăхра тусантан тасатса тирпейлесе тăраççĕ.

Муниципалитет архивĕ кăçал пĕрремĕш кварталта 15 единица ял хуçалăх управленийĕн ĕç хучĕсене çĕленĕ, тата 26 единица вĕренÿ управленийĕн нумай çул упранакан ĕç хучĕсене юсаса çĕнетнĕ. 158 единица Элĕкри исполком ĕçĕсем пуррипе çуккине тата вĕсен йĕркелĕхне тĕрĕсленĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта архив фончĕ 233 единица казначействăн хучĕсене управа илнĕ. «Родина» хуçалăхăнне 1 единица ĕç хучĕ йышăннă. Малтанхи пекех «Архив фондне» анлăлатас тĕлĕшпе ĕçсем пыраççĕ. Пурĕ пĕрремĕш кварталта 125 единица ĕç хучĕсем упрассине пуçарнă, тепĕр çĕнĕ фонд тата çав фондăн пĕр описьне тăратнă.

Пĕрремĕш кварталта çынсем 301 ыйтупа архива пынă. Вĕсенчен 288-шне пăхса тухнă, 252-шне тулли хуравпа тивĕçтернĕ.

Иртнĕ отчетлă тапхăрта вăхăтлăха усă курма 21 ĕç (дело) панă. Кунта килекенсене ытларах Элĕкри тĕп больницăн историйĕ интереслентерни паллă пулчĕ. Çавăн пекех тĕпчевçĕсем те архив материалĕсемпе кăсăкланаççĕ.

Е.СПИРИДОНОВА,

Элĕкри муниципалитет архивĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика