27 апреля 2011 г.
«Вĕренÿ» наци проектĕнче ача-инвалидсене дистанци урлă пĕлÿ памалли программа та пур. Ку енĕпе Питĕшкасси шкулĕнче ятарлă тĕрев площадки ĕçлет. Район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт пайĕ инвалид ачасене дистанци урлă вĕрентессипе положени туса хатĕрленĕ, ăна кашни шкулпа ача-пăча садне ярса панă.
Дистанци вĕрентĕвĕн усси пысăк. Вăл инвалид ачасене пĕр-пĕринпе хутшăнма майсем туса парать, ачасем хăйсем пурăнакан вырăнтах тĕрлĕрен предметсене суйласа илме пултараççĕ, преподавательпе калаçса илме те ирĕклĕ.
Хальхи вăхăтра районта ку меслетпе пĕр инвалид-ача кăна усă курать-ха. Ача-инвалидпа ăна вĕрентекен валли 285 пин тенкĕлĕх хатĕр-хĕтĕр илсе килсе вырнаçтарнă. Унпа вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех пĕр тÿлевсĕр усă кураççĕ.
Дистанци меслечĕпе вĕренме кăмăл тăвакансен списокне туса хатĕрленĕ. Унта хальлĕхе килте вĕренекен ăсран тайăлман 3 ачана кĕртнĕ. Дистанци вĕренĕвне килĕштерекен инвалид-ачасене списока кĕртесси малалла пырать.