27 апреля 2011 г.
Республикăна хăрушă хыпар кисретрĕ. Элĕк районĕнчи Атмалкасси ялĕнчи пĕр çуртра тухнă пушарта йĕкĕреш – тăватă çулхи арçын ачапа хĕр ача – вилнĕ. Пÿрт тăрринче хура тĕтĕм явăннине кÿрши асăрханă. Шалта ачасем пулма пултарнине пĕлсе картишне чупса кĕнĕ, унтан – çенĕке. Анчах тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăннине пула каялла тухма тивнĕ. Çав вăхăтра тата темиçе çын чупса килнĕ. Вĕсем пушарнăйсем киличчен «хĕрлĕ автанпа» хăйсем тĕллĕн кĕрешнĕ. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем вут-çулăма çур сехетрен лăплантарнă. Вĕсемех каярахпа пепкесен виллисене тупнă. Синкер кам айăпĕпе пулнине пĕлмешкĕн вырăна çитес терĕмĕр.
Эрех-сăра ытамĕнче
Мăн Вылă ял тăрăхĕнче Демьяновсен çемйине ырăпа асăнмаççĕ. Кунта пурăнакансем кил хуçипе арăмĕ эрехпе туслине пĕлеççĕ – вĕсене ÿсĕрле пĕрре мар курнă. Алексей асăннă ялтах пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ хаяррипе иртĕхнĕрен ывăлĕшĕн тĕслĕх пулайман. Владимир Демьянов «çуттине» пулах алăсăр тăрса юлнă. Пĕррехинче ÿсĕр арçын шăннă. Тухтăрсен унăн пурнăçне çăлассишĕнех икĕ аллине татма тивнĕ. Алешăн пиччĕшĕ Женя вара эрех-сăрана пула çамрăклах леш тĕнчене ăсаннă.
2002 çулта Ира кÿршĕ ял каччине Алексее качча тухнă. Тепĕртакран Демьяновсен йыш хушăннă, çут тĕнчене Денис килнĕ. Мăшăр «Çамрăк çемье» программăпа усă курмашкăн документсем хатĕрленĕ, черете тăнă. Чечняра çапăçнă Алексей ялта ĕç тупайман, «вăрăм укçа» хыççăн Мускава шапаша çÿренĕ. 2007 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара Ира йĕкĕреш – арçын ачапа хĕр ача – çуратнă. Димăпа Дианăн пурнăçĕ синкерлĕ вĕçленесси пирки никам та шухăшлама пултарайман.
– 2011 çул пуçланнăранпа Демьяновсем патĕнче 2 хут пултăмăр, – терĕ Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов. – Ачасем валли ĕçме-çиме çукчĕ. Газ плити çинчи савăт-сапа пуш-пушахчĕ. Арçын ачапа хĕр ача куçран пăхатчĕç. Хаяррипе айкашакан хĕрарăм çурта тирпейлеместчĕ.
Йывăр çемьесемпе ĕçлемешкĕн ял тăрăхĕнче профилактика канашĕ йĕркеленĕ. Демьяновсен çемйине шута илнĕ. Кил хуçи арăмне темиçе хут та ял тăрăхне чĕннĕ. Районти çул çитменнисен ĕçĕсен уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ Татьяна Дмитриева ăна амăшĕн прависĕр хăварасси пирки пĕрре мар асăрхаттарнă.
Авăн уйăхĕнче Димăпа Дианăна сывлăхне çирĕплетмешкĕн Улатăр районĕнчи Чуварлейри санаторие янă. Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ирăпа Алексей ачасене каялла тавăрнă.
Тĕпренчĕкĕсене упрайман
2008 çулта Демьяновсем кил-çурта хăтлăх кĕртмешкĕн 600 пин тенкĕ майлă укçа илнĕ. Нухратпа арçынпа хĕрарăм сутăн илнĕ пÿртшĕн тÿлесе татнă, çĕнĕ сĕтел-пуканлă пулнă, чи йÿнĕ вагонка туянса стенасене çапнă, маччана плитка çыпăçтарнă. Ирăпа Алеша çурта газ кĕртесшĕн пулнă. Анчах пăрăхсене йĕркене кĕртейменнине пула «кăвак çулăма» плитапа çеç çыхăнтарнă. Аслисем пÿрте икĕ кунта пĕрре кăмака хутса ăшăтнă. Ытти чухне духовка чĕртнĕ. Пĕчĕкскерсен хутран-ситрен сивĕ пÿртре ларма тивни иккĕлентермест.
– Вĕсемпе калаçма питĕ йывăр, – терĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ Марина Иванова. Ăс паракансене Демьяновсем яланах вырăна лартнă. Мĕнле; Çунтарса ярассипе хăратнă.
– Эрех сыпсан уйрăмах харсăр, хаяр. Тÿрленмелли çинчен асăрхаттарсан тарăхатчĕç, – хушса хучĕ специалист.
Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Алексей Демьянов йĕкĕреше çуртра хăварнă та алăка çекĕл çакса Ульянов ячĕллĕ ЯХПКна çул тытнă. Ачасене мĕншĕн хăварнă-ха; Арăмĕ ял тăрăхне справка илме кайнă иккен. Сăмах май, Ира унта çитнине никам та çирĕплетеймен. Кăнтăрла иртни 2 сехетре пÿртре вут-çулăм тухнă. Ял халăхĕ хура тĕтĕме тÿрех асăрханă, анчах шăпăрлансене çăлма май килмен.
– Ачасем сăнĕпе илемлĕччĕ, çынран ютшăнмастчĕç, калаçатчĕç, – пăшăрханăвне палăртрĕ Николай Иванов. Çуртри япаласем кĕлленнĕ, стенасене хупланă вагонка ирĕлнĕ, урай хăми вырăнăн-вырăнăн çуннă, пÿрт тăрри йăтăнса аннă. МЧС ĕçченĕсем вут-çулăма сÿнтерсенех ачасен кĕлеткисене шырама тытăннă. Димăпа Дианăн шăм-шакне кăмака ишĕлчĕкĕсен айĕнче тупнă. Арçын ачапа хĕр ача хăрушлăха туйса ун çине хăпарнă та пĕр-пĕрне ыталанă...
Пушар сăлтавне пĕлмешкĕн Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн надзор ĕçĕ-хĕлĕн управленийĕн тĕп специалисчĕпе Сергей Егоровпа çыхăнтăмăр.
– 4 çулти ачасем шăрпăкпа выляма пултарнă. Пÿртрен вĕсем ашшĕ алăка çекĕл çакнăран тухайман. Çулăм пластик хÿмесене пула хăвăрт сарăлнă. Ачасем тĕтĕмпе чыхăнса вилме пултарнă, – терĕ вăл. Инкек сăлтавне пушар тĕрĕслев лабораторийĕн специалисчĕсем тĕпчеççĕ. ЧР РФ Следстви управленийĕн следстви комитечĕ уголовлă ĕç пуçарнă.
Хăçан ăс кĕрĕ-ши;
Денис пĕр кунра шăллĕсĕр, йăмăкĕсĕр тăрса юлнă. Халĕ унăн шăпине татса параççĕ. Арçын ачана мăн аккăшĕ хăй хÿттине илесшĕн. Класс ертÿçи Людмила Викторова пĕрремĕш класс ачишĕн ашшĕпе амăшĕнчен ытларах Инга пăшăрханни пирки пĕлтерчĕ.
– Денис хăй ÿсĕмрисемпе шкула каяймарĕ, – терĕ вăл. Паллах, Ирăпа Алексейĕн тимлĕхсĕрне пула. Арçын ача хатĕрленÿ ушкăнне те çÿремен.
– Вăл шкулта сас паллисемпе паллашрĕ, вулама, шутлама вĕренчĕ. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен класри ачасенчен юлмасть. Ашшĕпе амăшĕ килти ĕçĕсене тĕрĕслесе тăнă пулсан лайăхрах вĕренĕччĕ.
Ача уроксене сиктеркеленĕ. Аслисем килте çук чухне вăл Димăпа Дианăна пĕччен хăварайман.
– «Мĕншĕн килмерĕн;» – тесен вăл шăп тăратчĕ. Ачасем вара унăн ашшĕпе амăшĕ ÿсĕр çÿренине пĕлтеретчĕç. Денис çывăх çыннисемшĕн питне хĕретет, вĕсемшĕн вăтанать, – каласа кăтартрĕ пуçламăш классене вĕрентекен. Тумтир тĕлĕшĕнчен арçын ача ыттисенчен катăк пулман. Мăн аккăшĕ шкула çÿремешкĕн йăлт туяннă. Ирăн аппăшĕ Дениса апатланмашкăн та укçа хывнă. Демьянова амăшĕн ятне тивĕçлех-ши;
31-ри Алексейпе 29-ти Ира ял çыннисем пĕлтернĕ тăрăх, куляннине те палăртмаççĕ. Эрех-сăра ытамне лекнĕскерсем хаяррипе туслăха татма васкамаççĕ. Çак синкер хыççăн та ăс кĕресси иккĕленÿллĕ. Аслисен айăпĕпе пурнăçран уйрăлнă Димăпа Дианăна вара каялла тавăраймăн.
Ольга НЕСТЕРОВА,