27 апреля 2011 г.
Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамĕнче студент çулĕсенче манăн тус Валерий Емельянов пурăнатчĕ. Вăл, ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн зоотехник специальноçне алла илнĕскер, выльăх ăратне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен станцире вăй хуратчĕ. Пĕррехинче вăл тăван яла килсен тĕл пулнăччĕ эпир унпа. Паллах, çамрăклăха, хĕрсене аса илтĕмĕр...
– Володя, итле-ха, – терĕ вăл, – сана пĕр хĕрпе паллаштарам-и;
Калаçса татăлнă кун Шупашкара Валера патне çула тухрăм. Вăл вăхăтра Çĕрпÿре пурăнатчĕ-ха тусăм. Валера ĕçрен таврăннă. Кăштах каçхи çăмăл апат çинĕ хыççăн хĕр патне çула тухрăмăр, чечек çыххи те хатĕрлерĕмĕр. Хĕрĕн ашшĕ-амăшне те, пиччĕшĕпе йăмăкне те Валера лайăх пĕлет. Вĕсен килĕнче те сахал мар пулнă, мĕншĕн тесен унăн пиччĕшĕпе пĕрле институтра вĕреннĕ. Валерăна итлесен тĕл пулас хĕре туххăмрах килĕштермелле...
Нина ятлă-мĕн. Пĕрремĕш тĕл пулу, паллах, шухăшлаттарать: мĕн çинчен калаçмалла, кăмăла каяс тесен мĕнле пулмалла, хĕрĕ килĕшмесен ăçта кайса кĕмелле;
Нина пурăнакан икĕ хутлă çурт патне утнă май манăн пуçра шухăш пăтранма та тытăнчĕ. Халĕ кăна пурнăçăм лăпкăччĕ, канлĕччĕ...
Акă Нина тухрĕ. Пĕрремĕш тĕлпулу... Унăн сăн-сăпачĕ, ÿт-пĕвĕ мана тÿрех тыткăнларĕ. Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн сăмах пуçартăмăр. Анчах сăмахсем пуçра арпашса кайрĕç. Валера чĕлхе ăсти пулнă май шăплăх хуçаланмарĕ... Нина мана килĕшнĕçемĕн килĕшсех пырать, темле ăнланмалла мар туртăм вăйĕ çуралчĕ, калаçас та килет. Ăçта вĕренсе тухнине, ĕç вырăнне, пушă вăхăта епле ирттернине, хăш ялта пурăннине, ашшĕ-амăшĕ çинчен пĕрремĕш тĕл пулурах пĕлтерчĕ. Татах тĕл пулма калаçса татăлтăмăр, ĕçри телефон номерне пачĕ (ун чухне кĕсье телефонĕ пулман). Тăван яла хавхаланса таврăнтăм. Тĕп хулара биохими лабораторийĕнче ĕçлекен Нина патне малтанхи вăхăтра шăнкăравласах тăраттăм...
Тем сăлтава пула Шупашкара час килеймерĕм, пĕрремĕш тĕл пулу пирĕн çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче пулнăччĕ. Кĕркунне те çитрĕ, иртрĕ, хĕл ларчĕ. Раштав уйăхĕнче те пĕрре те шăнкăравламан... Хулана та кайман...
Кăрлач уйăхĕнче мана учительсен пĕлĕвне ÿстерекен института ĕç предметне вĕрентекенсен курсне лекци вулама чĕнчĕç. Учитель-методист пулнă май унччен те институтра эпĕ лекцисемпе семинарсем ирттернĕччĕ. Пĕр кун иртерех Шупашкара тухса кайрăм. Вырсарни кун Валерăпа Нинăсен ялне çитме шутларăм. Канмалли кун Нина ашшĕ-амăшĕ патне кайни çинчен пĕлтĕмĕр те автобуспа Януш ялне çитрĕмĕр. Нинăсен ялне çуранах утрăмăр. Кил картишне кĕретпĕр. Ашшĕ кĕтсе илчĕ... Нина мунчара иккен. Вăл кĕпе çăватчĕ. Пуçне çĕклерĕ, сывлăх сунчĕ, тем калаçасшăнах пулмарĕ. Ку пирĕн иккĕмĕш тĕл пулу çеç-ха... Унччен эпĕ те ун патне икĕ çыру çырнăччĕ, унран пĕрре те хурав илмен. Эпĕ пÿрте кĕтĕм, Нина та ĕçе вĕçлесен пÿрте кĕрĕ-ха. Нинăн йăмăкĕ Люба, анчахрах педагогика институтне пĕтернĕскер, шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет иккен. Вăл та, эпĕ те учитель – калаçмалли тупăнсах пычĕ. Нинăн ашшĕ те юнашар, шкулта географи вĕрентет. Хĕрÿ калаçура эпир Нина çинчен вăхăтлăха мантăмăр пулас. Пирĕн тата «çутти» те пурччĕ. Ăна та пушатрăмăр. Вăхăт самаях иртрĕ çав. Эпĕ каллех Нина патне – мунчана... Хĕре унта курмарăм, кил таврашĕнче те çук. Кÿршĕ хĕрарăмĕ Нина тулли сумкăсемпе килтен çур сехет каялла тухса кайни, Шупашкара çула тухни çинчен пĕлтерчĕ. Ак тамаша, Нина тухса тарнă! Тепĕр çур сехет ларкаласан Валерăпа хулана çул тытрăмăр. Институтра лекци вуланă вăхăтра Нина патне тăхтавра шăнкăравлама шут тытрăм.
– Нина çук, – терĕ юлташĕ. – Урăх нихăçан та ун патне ан шăнкăравлăр!
Хам тимсĕрлĕхе пула Нинăна та, унпа çыхăннă ырă ĕмĕт-шухăшăмсене те яланлăхах çухатрăм.
... Халĕ, чылай вăхăт иртнĕ хыççăн, хам йăнăшсене аса илетĕп, сивлетĕп те хамăн хăтланкаларăшсене. Кайран Нина качча тухнине пĕлтĕм. Халĕ унăн ачи те пур. Мĕн тăвăн, юратун та, туслăхăн та хăйĕн кĕвви-йĕрки пур. Ăна пăхăнмасан чăнах пĕччен тăрса юлатăн.
Пĕрремĕш тĕл пулу хыççăн юлнă Нина сăнарĕ яланах асăмра. Ăна аса илсен ялан чун хурланать. Анчах куççульпе йĕрсен те иртнине каялла тавăраймăн.
Владимир ЕГОРОВ,
Шураç ялĕ.