27 апреля 2011 г.
Мĕнлерех пурăнаççĕ шкула çÿрекен инвалид ачасем, еплерех-ха вĕсен пурнăç, вĕренÿ тата социаллă ытти условисем; Çак ыйтусемпе эпир Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн ертÿçипе Геннадий Деомидовпа пĕрле Тавăт, Юнтапа, Питĕшкасси, Шĕмшеш шкулĕсенче тĕрĕслев ирттертĕмĕр.
Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă шкулсен, çавăн пекех асăннă ял администрацийĕсен ертÿçисем ку тĕлĕшпе йышăннă федераци саккунĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Кунпа пĕрлех хăш-пĕр çитменлĕхсем пурри те палăрчĕ. Акă, шкулсене сусăртарах ачасене кĕрсе тухма кансĕр, ял администрацийĕсене, çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсене кĕмешкĕн пандуссем вырнаçтарман.
Саккунпа килĕшÿллĕн, мĕн пур обществăлла вырăнсенче те инвалидсене кĕрсе-тухса çÿремешкĕн лайăх та меллĕ условисем пулмалла. Шел пулин те, эпир тĕрĕсленĕ Тавăт, Юнтапа, Питĕшкасси, Шĕмшеш ял администрацийĕпе ку тăрăхсенчи шкулсенче сусăр ачасемпе ытти инвалидсене обществăлла çуртсене кĕрсе-тухса çÿремешкĕн архитектура проекчĕн йĕркисене пăсни курăнчĕ. Саккунлăха пăснăшăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнтăмăр.
А.АРХИПОВ,
район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ, пĕрремĕш класлă юрист.