03 мая 2011 г.
Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче тĕпленнĕ И.И.Иванов ылтăн алăллă пулни ял халăхне иккĕлентермест. Калининăра тракториста вĕренсе тухнăскер техникăпа çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. 64 çулти арçын кивĕ хатĕрсенчен трактор та пуçтарнă. Хăватлăскерĕн вăйĕпе час-часах усă кураççĕ. Анчах Илья Иванович чарăнман, вăл Вавилонта «çуралнă» хатĕре ăсталанă.
Хăй вăхăтĕнче И.И.Иванов çил арманне самай çÿренĕ. Шел те, вун-вун çул иртсен унăн ĕçĕ пăчланнă. Илья Иванович килте хăй тĕллĕн çил арманĕ хăпартма тĕв тунă.
– Ялта кун пекки никамăн та çук. Манăн çеç, – палăртать вăл. – 2 çул тăрмашнин усси пулчĕ. Халĕ мĕн пур тырра килте авăртатпăр, çăкăр пĕçермешкĕн ыраш çăнăхĕ туянма та кирлĕ мар.
Арман çунаттисене кирлĕ чухне çиле май çавăраççĕ, шалта, икĕ чул хушшинче, çăнăх юхса тухать.
О.КАЛИТОВА.