АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялан янра чăваш чĕлхи!

03 мая 2011 г.

Чăваш чĕлхине халалласа Тени шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 5-8 классенче вĕренекенсем «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» викторинăна хутшăнчĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Марина Денисовăпа Нина Иванова, 5 класра вĕренекен Нина Никитинăпа Анастасия Иванова хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕç, мĕн пур ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем пама пултарчĕç.

Чăваш литература каçĕнче вĕренекенсем тăван чĕлхене халалланă сăвăсене илемлĕ вулассипе тупăшрĕç. Вĕсем чăваш чĕлхине юратнине, унăн пуянлăхĕпе мухтаннине палăртрĕç. Ку конкурсра 6-мĕш класра вĕренекен Диана Мурзакова маттур пулчĕ.

«Тăван ен» ÿкерчĕксен конкурсĕнче 5-мĕш классем тăван çĕре юратни палăрчĕ. Чăваш çи-пуçĕн илемлĕх конкурсĕ пурне те тыткăна илчĕ. Вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетсе «Пирĕн сасă» хаçат кăларчĕç.

Л.НИКИТИНА,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика