АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен хорĕ хисеплĕ ята тивĕçрĕ

06 мая 2011 г.

Çак кунсенче эпир, районти ветерансен хорне хутшăнакансем, Элĕкри культурăпа кану центрĕн сцени çинче черетлĕ репетици тума йĕркеленсе тăтăмăр. Кĕçех пирĕн пата Л.Андреева директор пычĕ те Чăваш Республикин культура министрĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ, Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ветерансен хорне «Халăх хорĕ» хисеплĕ ят пани çинчен пĕлтерчĕ. Ку пирĕншĕн савăнăçлă хыпар пулчĕ. Чăнах та, çак хисеплĕ ята тивĕçессишĕн эпир нумай тăрăшрăмăр, кашни эрнерех икĕ хут репетицисем турăмăр, районти нумай ялсенче тата шкулсенче концертсем кăтартрăмăр. Ака уйăхĕн 2-мĕш числинче пирĕн пултарулăха тĕрĕслеме Шупашкартан ултă çынтан тăракан ятарлă комисси килчĕ.

Вĕсем умне юрă-ташăпа тухрăмăр. Хыççăнах комисси членĕсем пирĕнпе калаçу ирттерчĕç, пирĕн пултарулăха пысăк хак пачĕç.

Хор малалла аталансах пырать, унăн йышĕ халĕ 27 çынтан тăрать, вĕсенчен 16-шĕ хĕрарăмсем, ыттисем арçынсем. Ялсенчен те çÿрекенсем пур. Коллектив туслă. Кашни сезонтах ветерансем çĕнĕ программа хатĕрлеççĕ, репертуара тăтăшах çĕнетсех пыратпăр. Тĕрлĕ авторсен юррисене те кĕртнĕ. В.И.Терентьев ертсе пынипе ветерансен хорĕ професси шайне ÿстерсех пырать. Арçынсен вокал ансамблĕпе халăх инструменчĕсен ансамблĕ ăста. Концертсенче дуэтсемпе солистсем те хутшăнаççĕ. Халĕ ветерансен хорне çамрăккисем те, ваттисем те килĕштереççĕ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен

канашĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика