АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун çичĕ çул хыççăн тăван кĕтесе таврăннă

06 мая 2011 г.

Янкурас ялне çитсен васкамасăр урамăн пĕр енĕпе утатăп. Икĕ хутлă капмар çуртсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлаççĕ. Тавралăхпа киленсе, çуртсене сăнаса пырса ял вĕçне çитсе тухнине те сисмерĕм. Пĕр çурт умĕнче çамрăк витресене хăйăр тултарать. Эпĕ мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен вăл ашшĕпе амăшне чĕнчĕ, вĕсем чăннипех те хисепе тивĕçлĕ пулнине палăртрĕ.

Вăрçă ачисен шутне кĕртес пулать Геннадий Иванова. Çамрăклăхĕ ахăр самана вăхăтĕнче иртнĕ пулин те нихăçан та пуçа усман. Мĕн пĕчĕкрен çурт купалакан çын пулма ĕмĕтленнĕ. Çак ĕмĕт-тĕллевпе вăл ют хулана Прокопьевска кайса каменщика вĕреннĕ. Ултă уйăхран Кемерово хулинче стройкăна ĕçлеме вырнаçнă.

1961 çулта тăван тăрăха таврăнса хăйне валли ĕç вырăнĕ те хăвăрт тупăннă. Элĕкре çуртсем купаланă çĕрте, стройкăра икĕ çула яхăн вăй хунă.

1963 çулта Геннадий Иванов Тени ялĕнче çуралса ÿснĕ чипер те илĕртÿллĕ хĕре Елена Никитичнăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Ивановсем пĕрлешнĕ çулах Казахстана тухса кайнă.

– Ют хулана тухса кайнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, – тет кил хуçи арçынĕ, – тÿрех ĕç вырăнĕ тупрăм, ача-пăчаллă пултăм.

Елена Ивановăна, вăтам шкул вĕренсе пĕтерменскере, ниçта та ĕçе йышăнман. Çамрăк хĕрарăм куçăмсăр майпа Казахстанра 10 класс пĕтернĕ. Ĕç вырăнĕ те ăна валли часах тупăннă.

– 17 çул садикре ачасене пăхса пурăнтăм,– пĕлтерчĕ утмăл саккăрти хĕрарăм.– Мăшăрăм совхоза тракториста вырнаçрĕ.

Ивановсем Казахстан тăрăхĕнче 17 çул пурăннă, виçĕ ывăл çуратса ура çине тăратнă.

Тăван çĕр-шывшăн тунсăхланă Ивановсем 1980 çулта çемйипех Элĕк тăрăхне куçса килнĕ. Иккĕшин валли те ĕç тупăннă. 1997 çулта малашлăх çинчен шухăшлакан çынсем хăйсене валли çурт çĕклесе лартнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та кил хуçи арçынĕ тракторпа ĕçленĕ.

Мăшăрсем – ĕç ветеранĕсем. Ватăсем халĕ те ахаль лармаççĕ. Ĕçпе пиçĕхнĕскерсем эпĕ пынă чухне мунчара юсав ĕçĕсем тăватчĕç. Пĕр-пĕринпе çур ĕмĕре яхăн пурăнакан Ивановсем Янкурас ялĕнче хисепре.

– Чи кирли пурнăçра ĕçе юратни, çемьере килĕшÿпе туслăх хуçаланни,– терĕç вĕсем.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика