АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Уйăх çутипе тырă выраттăмăр»

06 мая 2011 г.

Ураскилт салинче сăпайлă хĕрарăм пурăнать. Ку Анфиса Лукинична Федорова. Вăрçă çулĕсенче ÿссе çитĕннĕскер пурнăç тутине питĕ лайăх пĕлет.

1936 çулхи март уйăхĕнче Ураскилт ялĕнчи йышлă çемьере хĕр пĕрчи кун çути курать. Çичĕ ачаран кĕçĕннисен шутĕнче Анфиса. Вăл пилĕк çула çитсен ашшĕне, Лука Ефремовича вăрçа кайма повестка панă. Фронтра малтан-мала талпăнать арçын. Тăшмана хăваласа Германи çĕрĕ çинех çитет. Анчах, питĕ шел, Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен Анфисăн ашшĕ, 1945 çулхи март уйăхĕнче хаяр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Çурма тăлăха юлнă çемье хуйхă-суйхăна кулленхи ĕçре сирет.

Пĕчĕк Анфисăна уйра сысна амисем пăхма шаннă. Хĕр ачан çемье ĕçрен таврăннă тĕле апатне те пĕçерсе хатĕрлеме тивнĕ. Хĕл кунĕсем çитсен вăрмантан çунашкапа шанкă турттарасси те Анфиса çине тиенет.

– Тăхăр çула çитсен анне хăйпе пĕрле ял хуçалăх ĕçĕсене илсе çÿреме пуçларĕ. Вырма вăхăтĕнче тырă вырса пĕтериччен уйран кĕмен. Каçсерен лавпа ыраш пăтти илсе тухса çитеретчĕç. Кăшт выртса канаттăмăр та каллех ĕçе кÿлĕнеттĕмĕр. Уйăх çутипе тырă выраттăмăр, – аса илчĕ Анфиса Лукинична.

Уйра ĕçленĕ вăхăтрах çамрăксем кулленех «Боевой листок» кăларса тăнă. Унта кам мĕнле ĕçленине кăтартнă. Анфисăн ячĕ вара малтисен ретĕнчен тухман.

– Хĕл кунĕсенче те канăçне курман. Пир тĕртессипе вăй хумалаччĕ. Ку вара хĕрарăмшăн кăткăс ĕçчĕ. Шур çип илсе сÿтсе çăмхалаттăмăр, хуттăрлаттăмăр. Пир вырăнне ларса тĕртсен те ĕç вĕçленмен-ха. Пире кăмакана лартса пĕçернĕ, хыççăн юр çине сарса шуратнă. Çур кунĕсем çитсен пир чăркисене тукмакпа çапса çемçетнĕ, – ĕлĕкхи пурнăçне малалла ума кăларчĕ Анфиса Федорова.

Тăрăшса, вăй хурса ĕçлесен те чухăнлăха парăнтарса пыма тÿр килмен-ха. Вĕренсе пĕлĕве ÿстерейменнишĕн халĕ те пăшăрханать вăл. «Учительсем киле килсех вĕренме пыма чĕнетчĕç. Манăн вара çи-пуç та пулман. Çĕмĕрле пасарĕнче туяннă кивĕ фуфайкăна тавăрса тăхăннăччĕ»,– хумханса каласа пачĕ типтерлĕ хĕрарăм.

«Йывăрлăхсăр çăмăлли килмест»,– теççĕ. Анфиса Лукинична та ялти ĕçчен каччăпа – Ливерий Федоровпа пĕрлешсен хăйĕн телейне тупать. Полина, Валя, Лариса хĕрĕсене пăхса ÿстереççĕ мăшăрсем. Халĕ кашниех çемьеллĕ ĕнтĕ, тăван килĕнчен аякра пурăнаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне мăнуксем те парнеленĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ Анфиса Лукинична çитмĕл пилĕк çул тултарчĕ. Çавна май ăна ыйту парас килчĕ. «Кун-çулăр мĕнпе асра юлать-ха;» – тетĕп. Унăн хуравĕ вара уçăмлă пулчĕ. «Пурнăçăм хĕрÿ ĕçре иртрĕ. Çулленех малта пырса чыс-хисепне тивĕçни мана хавхалантарнă, вăй-хал хушнă. «Ĕç ветеранĕ» медаль илнĕшĕн вара савăнатăп», – пĕлтерчĕ чун-чĕреллĕ хĕрарăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика