АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркеллĕ канма пĕлмеççĕ

06 мая 2011 г.

Хăй вăхăтĕнче Дубовка поселокĕ районта паллă вырăн йышăннă. 1950 çулсен пуçламăшĕнче Элĕкрен тухăç енчи инçех мар поселокра сÿс-кантăр завочĕ йĕркеленме тытăнать. 1980 çулчченех ĕçлет вăл. Ăна хупнă хыççăн кунта Шупашкарти агрегат завочĕн цехне уçаççĕ. Каярахпа поселокра акционерсен «Атăл суту-илÿ çурчĕ» обществин «Уяр» агрофирми «йăва» çавăрать. Дубовкăсем Польша, Болгари, Турци çĕршывĕсенчи усламçăсемпе те ĕçлĕ çыхăну тытаççĕ. Поселок ĕçлекен халăхпа та йышлансах пырать, сÿс-кантăр заводне, каярахпа йĕркеленнĕ «Металлист» предприятие, «Уяр» агрофирмăна таврари ялсенчен рабочисем пырсах тăраççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, поселок чĕрĕ те хастар пурнăçпа пурăнать.

Халĕ ку – иртсе кайнă вăхăт. Сÿс-кантăр завочĕ пулнă предприяти темиçе çул ĕçлемест ĕнтĕ.

Паян кунта – урăхла пурнăç. Илемлĕ те илĕртÿллĕ вырăна чылай çĕртен те ятарласа канма килеççĕ иккен: çемйипе те, ĕç коллективĕсем те, хĕрсемпе каччăсем те. Акă мĕн каласа парать поселок ветеранĕ Людмила Григорьева:

– Халĕ, çутçанталăк ешерсе чĕрĕлме тытăнчĕ те, пирĕн поселока канмашкăн çынсем йышлăн çÿреççĕ. Мĕнех, ахальтен суйласа илмерĕç пуль вĕсем ку тăрăха: йĕри-тавра вăрманлăх, сывлăшĕ уçă та таса, çу-кĕр кунĕсенче çырли те, кăмпи те тухать, шĕшкĕлĕхре сар мăйăр пулса çитет. Çут çанталăк ырлăхĕпе киленсе канма пурте пур.

– Шел, йĕркеллĕ канма пĕлмеççĕ çав аякран килекен çулçÿревçĕсем, – пăшăрханарах калаçать Людмила Руфимовна. – Вĕсем хыççăн вăрманта çÿп-çап, пушă кĕленчесем, ытти ăпăр-тапăр купи-купипех пухăнса тулать.

Çак таса марлăха тăтăшах пуçтарса-тасатса тăрать иккен ĕç ветеранĕ. Такам çÿлтен хушнипе мар, чунĕ туртнипе, таврара тирпей-илем пултăр тенипе. Тепĕр ыйту та канăç памасть поселок хастарне. Ку вăл – канма килекенсем валли тивĕçлĕ условисем çукки. Акă, вăрман уçланкинче ларса канмашкăн сак-пукан таврашĕ курăнмасть. Çавна пула тĕлпулăва пуçтарăннисем пĕчĕк ушкăнсене пухăнаççĕ те кăвайт чĕртсе апатланаççĕ. Анчах та хăйсем хыççăн йĕркепе тирпей туса хăварма манаççĕ. Юр ирĕлсе пĕтет те – талккишпех типсе кайнă курăк, йĕри-тавра – хăрăк-турат. Кусене пĕр самантрах вут-кăвар хыпса илесси куçкĕрет. Пурне те киленÿллĕн канма йĕркеллĕ условисем туса парассишĕн ăшталанса-хыпкаланса çÿрет те ĕнтĕ Людмила Руфимовна. Кун пирки вăл Элĕк ял тăрăхĕнче те, район администрацийĕнче те пулнă, Дубовка поселокĕнчи кану вырăнне тирпей-илем кĕртсе лайăхлатмашкăн, саксем вырнаçтармашкăн пулăшу пама ыйтнă.

В.ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика