06 мая 2011 г.
Чăваш Республикинче пĕлтĕр туберкулезпа чирленисен хисепĕ 29 процент ÿснĕ.
Чир ытларах çынна сывлăш тата сурчăк тумламĕсем урлă ерет. Çавăнпа ытларах чухне, 95 процент таранах, ÿпке туберкулезĕ тĕл пулать. Бактерисем çавăн пекех ытти органсенче те, çав шутра шăмăсенче, сыпăра, куçсенче, пÿресенче, ÿтре, нерв системинче активлă ĕрчеççĕ. Ирĕкре туберкулез бактерийĕсем чылай вăхăт пурăнаççĕ, анчах та ĕрчемеççĕ. Типĕ тусанпа хутăшнă сурчăк-манкара 12 кун таран пурăнма пултараççĕ. Организмра микробсем пурри çын чирленине пĕлтермест. Иммунлă тытăмăн ятарлă клеткисем пусарса тăнипе туберкулез бактерийĕсем çын ăш-чикĕнче темиçе çул тата теçетке çул та хăйсене палăртмасăр пурăнма пултараççĕ. Анчах организмăн хÿтлĕх вăйĕ чакнă май микробсен активлăхĕ ÿсет, вĕсем хăвăрт ĕрчеме тытăнаççĕ.
Туберкулеза пуçарса яма пулăшакан чирсен шутне грипп, ÿпке шыççи, сахăр диабечĕ, авитаминоз, бронхит кĕреççĕ. Операци туни, нервсемпе ăс-тăн хавшани те туберкулеза пуçланса кайма пулăшакан сăлтавсем пулса тăраççĕ. Чире пуçарса яракан тепĕр сăлтава уйрăмах палăртса хăварас килет. Ку вăл пурнăçпа йăла условийĕсем япăх пулни, сиенлĕ, уйрăмах тусан нумай вырăнта ĕçлени, час-часах ывăнни, эрех-сăрапа ашкăнни тата чĕлĕм нумай туртни.
Ачасен туберкулезпа аптăрас хăрушлăх та пур.
Чирĕн малтанхи паллисене уйăрса илме çăмăл мар. Мĕншĕн тесен вĕсем ытти чирсен паллисемпе пĕр евĕрлех. Пуринчен малтан сăлтавсăрах ывăнни, тарлани, апат анми пулни, сывлăш пÿлĕнни, ÿсĕрттерни пулма пултарать. Чылай чухне ÿт температури улшăнни организмра чир аталанма пуçланине систерет. Анчах та ÿт температури çакăн пек хăпарнине кашниех туймасть. Уйрăмах температура улшăнасси вăрах вăхăт пырать пулсан ир тата каçхине ÿт температурине виçсе пăхни усăллă. Çак паллăсем пĕр уйăх хыççăн та çухалмасан рентген тăрса тĕрĕслевре пулмалла. Туберкулезпа чирлисен иккĕ-виççĕмĕш пайне шăпах флюрографи меслечĕпе тĕрĕслесе палăртаççĕ. Флюрографи меслечĕпе кашни çыннăн çулталăкра пĕрре тĕрĕсленмелле. Çакă туберкулезран хÿтĕленме май паракан шанчăклă меслет.
Туберкулез уçă тата хупă формăпа иртет. Уçă формăпа чирлекенсем тавралăха туберкулез микробĕсене кăларса тăраççĕ, çавна май хăйсем çывăхĕнчи çынсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Хупă формăпа чирлекенсем таврари çынсемшĕн хăрушă мар. Анчах та чирлĕ çын сипленмесен, эмелсене вăхăтра йышăнмасан, эрех-сăрапа иртĕхсен тата ытти сăлтавсене пула чир хупă формăран уçă формăна куçма пултарать.
Туберкулез апат-çимĕç продукчĕсем урлă та ерет. Продуктсем вара бактерисемпе чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне вараланаççĕ. Алă панă тата чирлĕ çын савăт-сапипе усă курнă чухне те чирлес хăрушлăх пысăк.
Хальхи условисенче чиртен сыватса çитерме пулать. Уйрăмах вăхăтра тупса палăртсан, туберкулезран сипленмелли эмелсене пĕр сиктермесĕр ĕçсен, фтизиатр хушнă пек сипленсен çынсен 85-90 проценчĕ таран сывалаççĕ.
Туберкулезран сиплесси – врач тивĕçĕ. Çав вăхăтрах чирлĕ çынран та нумай килет.
А.НИКОЛАЕВА,
врач-фтизиатр.