АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăха уçса пачĕç

11 мая 2011 г.

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче нумай çул пĕтĕмĕшле эстетика уйрăмĕ ĕçлет. Унта вĕрентекенсен тĕп задачи – комплекслă музыкăпа эстетика аталанăвĕ тата ачасен пĕлĕвĕ. Кунта ачасем юрлама, сăнарлă искусствăна, ритмикăна тата сцена ĕçĕсене хăнăхаççĕ. Çуркуннехи уявсемпе паллашас тата ачасен мĕн те пулин сăнарласа кăтартас кăмăл-туртăмне вăйлатас тĕллевпе пĕтĕмĕшле эстетика уйрăмĕнче вĕренекен ачасемпе «Благовещени – çуркуннене виççĕмĕш хут кĕтсе илни» ятлă уяв иртрĕ. Кунта ашшĕ-амăшĕсене тата вĕрентекенсене чĕннĕ. Ачасем курма килнисене çуркуннепе хĕлле тавлашнине интереслĕ кăтартса пачĕç. Благовещени уявĕ пирки тата ĕлĕк-авал ăна мĕнле ирттерни пирки те каларĕç.

З.ВАСИЛЬЕВА,

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика