11 мая 2011 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи нихăçан та асран тухас çук.
Иван Николаев 1927 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тавăт ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Аслă вăрçă пуçлансанах ăна фронта илсе каяççĕ. Çапăçусенче виçĕ хутчен аманать, 1942-1944 çулсенче Ленинград хулине хÿтĕленĕ çĕре хутшăнать. Кун хыççăн Польшăри çапăçусенче пулать. Нимĕç фашисчĕсен тĕп хулине штурмлама та хутшăнать ентешĕмĕр.
1946 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Николаев тăван килне кăкăр тулли наградăсемпе таврăнать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ача пăхса ÿстернĕ.